Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнӑ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне яракан Ҫырупа Чăваш Республикин патшалăх филармонийĕнче кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче  паллаштарнă. 

Чăваш Республикинче е ытти регионсенче тата ют ҫĕршывсенче  пурăнакан ентешĕмĕрсем, МИХ представителĕсем,  блогерсем валли Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Ҫырăвне итлеме тӳрĕ трансляцире майсем туса панă.  

Ҫырăва Чăваш Наци телерадиокуравĕн эфирĕнче, «Россия 24» Раҫҫей информаци телеканалĕн регионти эфирĕнче, «ТĂВАН радио» хумĕсем, «Радио Родных Дорог» эфирӗнче Шупашкарта 102.0, Ҫĕрпӳре 99.0, Канашра тата Йĕпреҫре 103.6, Патăрьел тата Шăмăршă салисенче 103.2, Улатăрта 103.4, Ҫĕмĕрле хулинче 105.9, Етĕрне хулинче 103.2 хумсем ҫинче, официаллă сайтсенче те  итлеме май пулнă.   

Социаллă медиа ресурсĕсенче –  «Олег Николаев | Чувашия» сообществăра  тата «Чувашская Республика» ушкăнра,  ВКонтактра, Телеграмра Чăваш Ен Пуҫлăхĕн каналĕнче те итлеме майсем пулнă.

Трансляци вăхăтĕнче Чăваш Енĕн Пуҫлăхĕн Ҫырăвне хаклама май пулнă, ҫавна май кашниех хăй мĕн шухăшлани пирки пĕлтерме пултарнă.  Ҫапла тăвас тесессĕн экран ҫине тухакан куар-кода скан тумалла ҫеҫ пулнă.

Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Сенаторĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисен ертӳçисем, тĕрлĕ политика партийĕсен представителĕсем,   общество организацийĕсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ тĕн организацийĕсенче  ĕҫлекенсем, ҫамрăксем, общество организацийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем тата та ытти официаллă ҫынсем чылай пухăннă.

Тĕплĕнрех...



26 января 2023
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter