Кĕнеке пекех, хаçат нихăçан та пĕтмĕ

«Шупашкар-Арена» пăр керменте Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă уяв кăçал хăйне евĕр иртрĕ. 2023 çула республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă май, вăл «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсенчен пуçланчĕ. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева фойере кĕтсе илчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Сăмах май, çамрăк корреспондентсем Олег Николаевпа пĕрремĕш хут тĕл пулмаççĕ. Иртнĕ çулхи акан 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, унпа Пичет çуртĕнче ăшă тĕлпулу иртнĕччĕ.

Пĕринчен тепри чĕрĕрех

Шăматкун Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă уява «Тантăшăн» чи хастар çамрăк корреспонденчĕсем килсе çитрĕç: Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски шкулĕнчи Ксюша Щербакова, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕнче пĕлӳ пухакан Милана Бобина, Тимур Амасев, Таня Патшина тата Шупашкарти 37- мĕш шкулти Настя Ларшникова. Ачасемпе пĕрле уявра пирĕн чĕрĕ «Тетте» те савăнчĕ, лара-тăра пĕлменскер кашни хăнан кăмăлне тупма тăрăшрĕ, асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕ, Олег Алексеевича алă тытсах сывлăх сунчĕ. Пирĕн çамрăк корреспондентсен ыйтăвĕсем ансатчĕ, çав вăхăтрах — Пичет кунĕпе килĕшсе тăраканнисем. «Интернет сӳнсе ларсан эсир мĕн тунă пулăттăр?» — Олег Алексеевича курсанах Милана Бобинăна çак ыйту кăсăклантарчĕ. «Интернет сӳнсе лармасть. Мĕн тума сӳнмелле унăн? Енчен те ун пек ыйту сиксе тухсан, эпĕ информацие хаçат-журналтан илĕп. Интернета ку таранччен çитмен ялсене те илсе çитерме тăрăшатпăр», — хуравларĕ Олег Алексеевич. «Паянхи журналистăн мĕнлерех пулмалла?» — ыйту пачĕ Ксюша Щербакова. «Паллах, паянхи журналистăн пурне те пĕлме тăрăшмалла, нумай вуламалла, тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçмалла, пурнăçри пулăмсене йăлтах курса, сăнаса тăмалла», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Пĕринчен тепри чĕрĕрех пулчĕç пирĕн çамрăк корреспондентсем. Акă, Настя Ларшникова Олег Алексеевич телевизор пăхнипе пăхманнине пĕлесшĕн пулчĕ. «Паллах, пушă чухне телевизор пăхатăп. Хальхи пурнăç таппипе тан пыма тăрăшатăп», — çапларах хурав пачĕ Пуçлăх. Таня Патшинана малашнехи, тепĕр 10 çултан, хаçат-журнал шăпи епле пуласси кăсăклантарчĕ. Ку ыйтăва вăл Олег Алексеевича та пачĕ. «Паллах, хаçатсем пулаççĕ, вĕсемсĕр мĕнле-ха? Кĕнеке пекех, хаçат та нихăçан та пĕтмĕ», — çапла каларĕ Олег Николаев.



Хыпар
18 января 2023
17:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter