Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ
Улатăр хулин социаллă пурнăҫĕпе экономикине 2025 ҫулччен аталантарассине халалласа ирттернĕ стратегиллĕ сесси ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май кун пирки каласа хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Ĕҫ планне пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫирĕплетме те хушу панă Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.
Документа 2021 ҫулта раштав уйăхĕнче йышăнса хăварнă. «Республика Пуҫлăхĕшĕн кирек-епле районăн шăпи те пĕлтерĕшлĕ. Эпир кашни муниципалитета пĕрлехи тытăм пек пăхса тухса тишкерӳ тăватпăр. Пĕлетĕп, Ултăрсем тепре чухне, хăйсем патне ҫителĕклĕ таран тимлĕх уйăрмаҫҫĕ тесе юриех каланине те. Пĕлместĕп, эпир ĕҫе пуҫличчен, сирĕн пата епле тимлĕх уйăрнине тĕпчемен, халĕ вара каламасăрах паллă, республика Правительстви май пур таран кирлĕ пек тĕрев пани куҫ кĕретех. Эпир Улатăр хулине хисепленĕ яланах, ăна юрататпăр, унпа мăнаҫланатпăр», – тесе шухăша пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ.
«Икĕ ҫул хушшинче 41 мероприяти пурнăҫлама плана кĕртнĕ, анчах та вĕсенчен пурĕ те улттăшĕ кăна пурнăҫа кĕнĕ имĕш. Хатĕрлесе хунисем – 25, тата 10-шĕпе пачах та ĕҫе тытăнман», – тесе сăмаха пуҫарнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.
Калăпăр, ФОКра бассейнра тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă. Палăртма кăмăллă, сывлăха ҫирĕплетекен комплекса ҫӳрес текенсен шучĕ 4176 ҫынна ҫитнĕ.
Улатăр хулин калама ҫук пысăк потенциал пур. Кун пирки тепĕр хут палăртсах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Пысăк кăтартусемпе ĕҫлесе пыма ҫителĕклĕ условисем хатĕрлесе тăратни те куҫ кĕретех. «Пур-пĕрех, паянхи куна илес пулсан, ку палăртнă территоринче ҫителĕксĕр таран ĕҫлесе пыни сисĕнет. Вырăнти ертӳлĕхĕн ĕҫе хастартарах тытăнмалла. Пирĕн тĕп тĕллев – муниципалитета кирлĕ пек шайра аталантарса пырасси. Ҫавăнпа та ĕнтĕ пысăк инвестицисем хывма тăрăшатпăр, кăтарту та пĕчĕк мар, миллиардран иртсе кайнă. Укҫа-тенкĕн ытларах пайĕ ЖКХ тытăмне ҫĕнетсе улăштарма тăкакланасси те планра пур. Хула ертӳлĕхĕн ушкăнĕ хăй ҫине илнĕ яваплăха кирлĕ пек шайра пурнăҫлайман. Ытларах пайне ятарлă палăртнă министерствăсем ĕҫлени вара куҫ кĕретех. Тен ҫавăнпа та ĕнтĕ, тĕплĕн пăхса тухас пулсан, ĕҫсем япăхах мар теме те пулать», – тесе каланă Олег Николаев.
Сăмах май, муниципалитет ертӳлĕхĕ хăйсене шанса панă ĕҫе тен ҫĕнĕлле пăхса тухасса та шанса каланă Пуҫлăх. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ырă енне куҫарса пырас тесессĕн, пирĕнтен кашнин яваплăха туйса ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пыма тăрăшмалла, ун пек чухне кăна ҫитĕнӳ пуласси часах. «Сире ятарлă тĕрĕслевре тытăпăр. Кашни территорийĕн пысăк кăтартăвĕ – Чăваш Енĕн пĕрлехи ăнăҫăвне витĕм кӳрет», – тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, паян эпир кирлĕ пек хатĕрленĕ Плана курмастпăр. Енчен те документ пулмасан, кăтартусем те пысăк пулмĕҫ. «Управлени командин тĕрĕс ĕҫсене йĕркелесе пыма пĕлмелле. Вырăнти предпринимательсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесен, халăхпа вырăнти влаҫ килĕшсе пĕрне-пĕри ăнланса пырсан, тен ҫитĕнӳ пуласси те часах пулĕ», – тесе тепĕр хут палăртса хăварнă вăл.
Ҫĕнетнĕ «ҫулсен карттинче» территорине тирпей-илем кĕртессипе те сахал мар мероприятисем пулмалла. «Улатăр – музей хули» проектăн пурнăҫа кĕмелле. « Юмах» ятлă ачасен паркне тирпей-илем кĕртме проекта пурнăҫланă. Ҫуртсем таврашĕнче те тирпейленĕ. Нумай хваттерлĕ ҫуртсене хутса ярассипе те хастар ĕҫе тытăннă», – тесе сăмаха малалла тăснă вице-премьер – строительство министрĕ Павел Данилов.
Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕччен, Улатăр хулинче шыв тытăмне йĕркелесе ямалли план туса хатĕрлемелле. Ытти ĕҫсем те чылай, вĕсене те пурнăҫа кĕртмелле тенĕ вăл. 2035 ҫулччен Улатăра аталанса пыма социаллă проектсене тĕпе хурса инфратытăма ҫĕнетсе пыма 3,9 млрд тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Пуласлăхри тĕллев пысăк, вĕсене пурнăҫлассишĕн пурин те яваплăха туйса ĕҫлесе пымалла тенĕ канашлăва пухăннисем.