Президент гранчĕсен Фончĕн конкурсĕн пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2023 ҫулта Чăваш Енри коммерциллĕ мар ултă организаци 7 миллиона яхăн укҫа-тенкĕ тивĕҫĕ

Президент гранчĕсен Фончĕн конкурсĕн  пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2023 ҫулта Чăваш Енри коммерциллĕ мар  ултă организаци 7 миллиона яхăн  укҫа-тенкĕ тивĕҫĕ

Чăваш Республики 2022 ҫулта грант мелĕпе федераци енчен 125 млн тенкĕ явăҫтарнă, кăтарту япăх мар, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, виҫĕ хут та нумайрах пулни куҫ кĕретех.

Грантсене уйăрасси пирки конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫин Пĕрремĕш ҫумĕ Сергей Кириенко ертсе пыракан Координаци комитечĕн ларăвĕнче тишкернĕ.

«Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин ултă организацийĕ ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫлĕ пулнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ Шупашкар хулинчен, тепĕр иккĕшĕ вара Ҫĕнĕ Шупашкартан.  Проектсене пурнăҫа кĕртме 6,8 млн тенкĕ уйăрнă», - тесе хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Кăҫалхи ҫулшăн гранта тивĕҫесси пирки йĕркеленĕ конкурс юлашки мар. Координаци комитечĕн канашлăвĕнче президент гранчĕсене тивĕҫесси пирки черетлĕ конкурсăн йĕркине те ҫирĕплетнĕ. 2023 ҫулта проектсене нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăратма май пур.   

Сăмах май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ 2022 ҫулта коммерциллĕ мар организацисем грант мелĕпе сахал мар укҫа-тенкĕ явăҫтарнине те палăртнă. «Палăртма кăмăллă, федераци шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ ăмăртусенче коммерциллĕ мар организацисен – 68 проекчĕ ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫлĕ пулнă. Кăтартăва 2021 ҫулхипе танлаштарсан 84 процент пысăккă пулни те куҫ кĕретех, пĕтĕмпе 125 млн тенкĕ федераци енчен куҫакан пулăшăва илнĕ, кăтарту тата та маларахри ҫулпа танлаштарсан 29 процент чухлĕ пысăк пулни  сисĕнетех», - тесе пĕлтернĕ Олег Николаев.

Тĕрлĕ конкурссене республикăри предприятисемпе организацисем тăтăшах хутшăннă. Пĕтĕмпе 321 проект хатĕрлесе панă, вĕсенчен 46-шĕ хисепе тивĕҫнĕ, 90 млн тенкĕ илме пултарнă. 2021 ҫулхипе танлаштарас пулсан, пуҫаруллă проектсем хатĕрлессипе регион хастар ĕҫлет, культура енĕпе те тĕрлĕ кăсăклă проектсене хатĕрлени паллă. Президент фончĕн ăмăртăвĕсене хутшăнса мала тухнисем чылай, кăтарту 17 процента ҫити хăпарнă, ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫекенсен шучĕ 24 процента ҫити ӳсни ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Раҫҫей ҫамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн ăмăртăвĕнче гранта тивĕҫекенсен йышĕ нумайланнă, 9 проекта пурнăҫа кĕртме 12 млн уйăрнă. Ытти ĕҫсем те сахал мар, вĕсене те пурнăҫлама сахал мар тĕрев куҫарса панă федераци енчен.      

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регион енчен те грант мелĕпе тĕрлĕ пулăшусем куҫарса панине асăннă. «2022 ҫулта Чăваш Республикинче граждансен пĕрлешĕвне аталантарса вăй илтерсе пыма  пĕтĕмпе 40 млн тенкĕ уйăрнă.  Паллă, 2021 ҫулхипе танлаштарсан икĕ хут та нумайрах пулни куҫ кĕретех», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.    

 



20 января 2023
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter