Шупашкарти Роллер йĕлтĕр комплексĕн строительство ĕҫне пурнăҫлакан подрядчике нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăртĕҫ

Шупашкарти Роллер йĕлтĕр комплексĕн строительство ĕҫне пурнăҫлакан подрядчике нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăртĕҫ

Объект ҫинчи ĕҫсене кăҫал тытăнса, 2024-мĕш ҫул тĕлне вĕҫлеме палăртнă, ăна валли федераци хыснинчен 730 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Йĕлтĕр роллер комплексне пурнăҫа кĕртме контракта хатĕрлеме нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин Строительство министерствин республикăри Пĕрлехи службине ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртсе пĕтерме хушнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Объект 2-мĕш №-лĕ республикăри спорт шкулĕн бази ҫумĕнче пулĕ.

Пулас трасса тăватă ҫухрăма тăсăлĕ. Видеосăнавпа, ҫутăпа тивĕҫтерме палăртнă объекта. Спорт ăмăртăвĕсене онлайн-трансляци мелĕпе те курма майсем пуласси куҫ кĕретех пулĕ.

Спортсменсене хатĕрлеме ятарлă условисем тума плана кĕртнĕ.
«Роллер йĕлтĕр трасси пулманнипе, регионти биатлон центрĕпе туллин усă курма, Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртусене валли тренерсем спортсменсене кирлĕ пек шайра хатĕрлеме условисем пулманни те сисĕннĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕнче ăсталăха туптакан ачасемпе çамрăксем ирĕн-каçăн чупса хăнăхма пултарĕç.

Хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене ирттермелли Центрăн строительство ĕҫне 2013 ҫулта пуҫланă, иртнĕ ҫулсенче администраци ҫурчĕпе ытти хăш-пĕр уйрăм пӳлĕмсене валли строительство ĕҫĕсене пурнăҫланă.



20 января 2023
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter