«Ачасене ăнланмалла чĕлхепе профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пыма тăрăшмалла», – тесе палăртнă Олег Николаев

«Ачасене ăнланмалла чĕлхепе профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пыма тăрăшмалла», –  тесе палăртнă Олег Николаев

 Социаллă центрсемпе учрежденийĕсен пысăк пĕлтерĕшĕ пирки тата вĕсене ҫитĕнекен яш-кĕрĕме явăҫтарни пирки палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Общество канашĕпе Чăваш Республикин Общество палатин пĕрлехи ларăвне уҫнă май.

«Ҫамрăксемшĕн  япăх пулăмсем пирки час-часах пĕлтерме тăрăшăпăр, япăх ĕҫсем ан пулччăр тесе ҫине тăрсах ĕҫлĕпĕр.  Шăпах та, ҫаксем профилактика ĕҫĕсен тĕп пайĕсем пулса тăраҫҫĕ те. Шкулсенче медиастуди ĕҫĕсене пуҫарнă.  Палăртма кăмăллă, кун пек ĕҫсене чылай шкулсенче йĕркелесе пыраҫҫĕ.  Енчен те ытларах профилактика ĕҫĕсем ҫине тимлĕх уйăрсан, хăйсен ҫывăх юлташĕсене кун пирки тăтăшах пĕлтерсе пырсан, тухҫлăх малти вырăна тухĕ, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланĕ», – тесе каланă Олег Николаев.

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене валли регионта тĕрев пама ятарлă центр ĕҫлет. Вĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлекен обществăлла организацисем те ҫук мар.  «Раҫҫей яш-кĕрĕмĕ» федераци программипе килĕшӳллĕн, 2022 ҫулта Чăваш Енре регион центрĕ хута кайнă.   Палăртнă объекта Ҫĕнĕ  Шупашкарти ачасемпе ҫамрăксен пултарулăхĕн центрĕ ҫумĕнче пуҫарнă. Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх ҫулталăкне халалласа уҫнă ҫĕнĕ ҫурта ҫамрăксем хапăл тусах ҫӳреҫҫĕ.  Кунта шăпах та, пуҫаруллă ҫамрăксемпе ĕҫлеҫҫĕ, вĕсен тавра-курăмлăхне анлăлатса пырассипе   хастар тăрăшаҫҫĕ.  

Ларăва пухăннисем ашшĕ-амăшĕсен пуҫаруллă ĕҫĕсен тытăмне йĕркелесе ярасси пирки те ыйтăва тарăн пăхса тухнă. «Ҫул юппи» республикăри обществăлла организаци проект анлăн пурнăҫа кĕрет. Тин ҫеҫ ашшĕ-амăшĕ пулма хатĕрленекенсене паха сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ палăртнă организацире тăрăшакансем.  «Унăн пурнăҫĕ сирĕн алăра» текен ăнлава тĕпе хурса уҫă калаҫусем ирттереҫҫĕ тăтăшах ҫамрăксемпе. Ҫамрăк ҫемьесен клубĕсем – 150 ытла, проекта хутшăнакансем 1500 ҫитнĕ.   

Ҫемье институтне упрасси пирки ыйту ҫине регионта пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Юлашки ҫулсенче ҫемйесем арканнисем сахалланса пыни те ҫакнах ҫирĕплетет. Чăваш Ен ырă тĕслĕхпе ыттисенче малта пырать. 2022 ҫулта кăрлач-чӳк уйăхĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика ҫĕршывра 5-мĕш вырăн йышăнать. Кăтарту ҫав тери лайăх. Апла пулсан, пирĕн ҫемйесем ҫирĕп пулни куҫ кĕретех, мăшăрсем пĕрне-пĕри ăнланса пурăнаҫҫĕ, уйрăлма пикенмеҫҫĕ.

Кăҫал Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ. «Ашшĕсен канашĕ» регионти обществăлла организаци «Ашшĕ-амăшĕсен шкулĕ» онлайн платформа ĕҫне пуҫарса янă. Ҫав тери паха проект. Ҫамрăк ҫемйесене чăмăртанма витĕм кӳрет, ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшать, ашшĕпе амăшĕсен пĕлтерĕшне ăша хывма, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма та витĕм кӳрет.  

Кăҫал Чăваш Енре пуҫласа Ашшĕ-мăшĕсен пĕрлехи кунне паллă тăвĕҫ.  Ăна пуҫарса йĕркелесе яраканĕ Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви.   

Йывăр ҫемйесенче ӳсекен ачасене тупса палăртасси, вĕсене вăхăтра кирлĕ пек пулăшупа тивĕҫтересси – тĕп ыйтусенчен пĕри. Вĕсемпе социаллă пулăшу паракан центрсенче вăй хуракансем тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тăрăшаҫҫĕ.  Регионти районсемпе хуласенче ҫакнашкар организацисем пурĕ 24 шутланать. 2023 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1245 ҫемьепе 2625 ачана асăрхава илнĕ регионта. Кăтарту пĕлтĕрхинчен сахал. Апла пулсан, социаллă пулăшу парассипе ĕҫлекен центрсем лайăх ĕҫлеҫҫĕ.  Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.    Регионта йывăр лару-тăрăва лекнисене валли уйрăм ятарлă программа хатĕлеҫҫĕ, пĕтĕмпе Чăваш Енре 2101 программа пурнăҫа кĕрет.  Килсĕр ҫуртсăр ачасене пулăшма, право йĕркине пăсакансене тĕрĕс ҫул ҫине тăратма, пĕчĕк ачасене ҫăлса хăварма май парассипе те тĕрлĕ пулăшу парас тесе ятарлă организацисем тăрăшаҫҫĕ, вĕсем 260 ытла программăпа проекта пурнăҫа кĕртессишин ырми-анми тăрăшаҫҫĕ.  

Ҫемйесене профилактика пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме сахал мар тĕрлĕ формăсем йышăннă. Кану кунĕсене усăллă ирттерме социаллă-реабилитаци центрĕсенче мероприятисене кăсăклă ирттереҫҫĕ.  Кун пек чухне ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене пĕрле хутшăнтарса паха мероприятисем йĕркелеме аван, вĕсен тавра курăмлăхне те анлăлатма меллĕ. «Кашни уйăхра иккĕмĕш эрнере кану кунĕсене пултарулăх ĕҫне халалаҫҫĕ.  Планпа килĕшӳллĕн, ҫакнашкал мероприятисене 500 ытла ҫемйене явăҫтарма палăртатпăр», – тесе пĕлтернĕ Алена Елизарова.

Кăмăл-туйăма ҫемҫетме, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма та тĕрлĕ мероприятисем пăхса хăварнă планра. Мобильлĕ бригадăсем туххăмрах йывăр-лару тăрăва лекнисем патне ҫитсе килеҫҫĕ. «2022 ҫулта Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Ҫĕрпӳре, Куславккара, Вăрмарта, Сĕнтĕрвăрринче йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫемйесене ҫитсе килнĕ, вĕсемпе уҫă калаҫусем ирттернĕ, 348 ҫынна пулăшу парса витĕм кӳнĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Алексей Лукшин.   

Пуласлăхри тĕллевсем тата та пысăк.Чăваш Енĕн Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви ведомствăсенче тăрăшакан психологсемпе пĕрле ăс-хакăл енчен хавшакрах ачасене ҫирĕп ура ҫине тăма ятарлă алгоритм хатĕрлеҫҫĕ. Вĕрентекенсене валли ятарлă методика туса парсан, тен ҫăмăлрах пулĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене вĕрентме. Ҫула ҫитмен ачасене вăхăтра пулăшу пани – тепре чухне нумай инкексенчен пăрса хăварать, апла пулсан, вĕсем хăйсене тимлĕх уйăрĕҫ, тĕрĕс ҫул ҫине тăрса, ашшĕ-амăшĕсене хисеплесе, ҫĕршывшăн юрăхлă ҫынсем пулма вĕренсе пырĕҫ.        



23 января 2023
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter