Чăваш наци-культура автономийĕсем хутшăнăва, граждансен хушшинчи килĕшĕве ҫирплетме витĕм кӳреҫҫĕ

Чăваш наци-культура автономийĕсем хутшăнăва, граждансен хушшинчи килĕшĕве ҫирплетме витĕм кӳреҫҫĕ

Федерацин наци культурин автономийĕн шайĕнче нацисен хăйне евĕрлĕхне аталантарассипе пĕрлехи ыйтусене сӳтсе явма паян  сăлтавĕ те пур. "Чăваш наци-культура автономийĕсем хутшăнăва, граждансен хушшинчи килĕшĕве ҫирплетме витĕм кӳреҫҫĕ", -  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чи кирли – лайăх ҫирĕп кăсăклă план хатĕрлесси.  Пуласлăхра епле ĕҫлесе пымалли формăпа йĕркене те палăртса хумалла.  Пĕр енчен калас пулсан, саккунсен йĕркисене ҫĕнĕлле пăхса хăварса ҫирĕплетесси, вĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Конституцине кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсене те шута илсе пурнăҫласа пыма тăрăшмалла.  Ҫĕршыв Президенчĕ йăла-йĕркепе, культурăна, тăван чĕлхене упрасси пирки те час-часах аса илтерсех тăрать. Ҫĕршыври тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕрки, культури чăнласах та питĕ пуян. Культура автономийĕсем пирки калакан саккуна та тахҫанах йышăнса хăварнă. Чăваш наци-культура автономийĕ тĕрлĕ регионсенче питĕ чаплă ĕҫлесе пырать.

Палăртса хăваратпăр, чăваш наци культурин автономийĕсем 8 ҫĕршывра упранса юлнă.  Калас пулсан, ку кăна ҫителĕксĕр, вĕсем тĕнчери ытти патшалăхсенче те пур тесен те йăнăшах мар  тен пулĕ.  

Пĕлме: Раҫҫей Федерацийĕн 26 субъектĕнче 61 наци культурин пĕрлешĕвĕсем хастар ĕҫлеҫҫĕ.

Кун пек пысăк кăтарту пуласлăхра пире тата та лайăхрах ĕҫлесе пыма хистет, мĕнпур ĕҫсене тухăҫлăрах йĕркелесе пыма та ыйтать. 

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн ҫумĕнчи Наци ĕҫĕсемпе тăрăшакан Канаш пур. Халлĕхе вăл пĕрлешӳре пирĕн Чăваш представителĕсем ҫук-ха.  Енчен те эпир хамăр енчен тăрăшса ĕҫлесен, вăл йыша чăвашсен представителĕсене кĕртсен питĕ аван пулнă пулĕччĕ.

Паллă, пĕрлехи ҫыравҫă кăтартăвĕсем пирки те чарăнса тăрас пулать. Вăл Раҫҫейре 2020 ҫулта иртрĕ. Пĕтĕмлетӳсем тăрăх, чăвашсем чакса пыни те куҫ кĕретех.  

Кĕскен: Пĕтĕм Раҫҫейри 2020 ҫулхи ҫырав кăтартăвĕсем ҫапларах –  чăвашсем 25,7 процент чухлĕ сахалланнă.   Пирĕн ытларах официаллă документсем ҫине тен таянса пĕтĕмлетӳсене тишкермелле.  Пуласлăхри тĕллев – пĕчĕккĕн, пĕчĕккĕн хамăр палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшасси, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ырми-канми ĕҫлесси.

2020 ҫулта Чăваш Республикинче чăваш чĕлхипе культурине аталантарма ятарлă пысăк хушма программа йышăннă.  Пирĕн ҫитĕнекн ăрăва тăван чĕлхене ăша хывса пурăнма, унпа хапăл тусах калаҫма, вулама вĕрентесси тĕп тĕллев пулса тăрать. Тен тепре чухне чĕлхе грамматики ҫине ытлашши таянса та пымалла мар. Ачасем тӳрех ан хăраса ӳкчĕр тесен, вĕсене тĕрлĕ ҫĕнĕ мелсемпе хавхаланса тăван чĕлхене юратма, унпа тус-юлташĕсемпе калаҫма вĕренсе пымалла. Вĕрентекенсен тăван чĕлхе пирки ытларах та ытларах пĕлтермелле, унăн пуянлăхĕ ҫинчен ăнлантарса пама тăрăшмалла.  Халăх пирĕн ĕҫе ăнлансан, тен вĕсем ытларах та ытларах тăван чĕлхене юратма тытăнĕҫ. 

Чăваш Ен Правительстви пĕрлехи ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма хатĕр.  Правительство тăван халăхăн пуян культурипе историне, нумай ĕмĕре тăсăлакан йăли-йĕркине тĕпчесе упраса хăварас, регионсенчи йăхташăмăрсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетсе пырас енĕпе нумай ĕç пурнăçлать.  Хамăрăн территоринче палăртса хунă ĕҫсене пурне те пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла. Эпир ĕнтĕ, ҫакнашкал ĕҫсене йĕркелесе пырассине пуҫарнă  та ĕнтĕ.  Кĕнекесем, пособисем ҫителĕклĕ, ачасене валли тата ытти формăсемпе ĕҫлесе пыма кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсем йĕркелесе панă. Пирĕн кӳршĕллĕ регионсенче те ачасем тăван чĕлхепе хапăл тусах калаҫни куҫ кĕретех.  Тутарсем те пурнăҫ таппине тĕпе хурса, пирĕн пекех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ условисем йĕркелесе пыма тăрăшаҫҫĕ.

Иртнĕ ҫул эпир Чăваш наци конгресĕн съездне ирттернĕ. Ун чухне шăпах, та Чăваш киновĕ пирки сăмах пуҫарнăччĕ, ăна упраса хăвармаллине те палăртнăччĕ. Истори пулăмĕсене ăша хывса пурăнмалла, кино ӳкерсе вĕсене ламран-лампа куҫармалла.  Паллă, ку ĕҫе эпир туххăмрах туса пыраймăпăр, пур-пĕрех пĕлсех тăратăп, ҫитес вăхăтсенче Чăваш кино пуласлăхĕ пысăк пулассине.  Чăваш наци телекуравĕ пирки те сăмах пурччĕ.  Пĕтĕмпех ыйтусене шута илсе пыма тăрăшăпăр, вĕсене пурнăҫа кĕртме хастар ĕҫлĕпĕр.  

Паллă, Республика кунĕ валли хăйне евĕр паха ĕҫ тăватпăр.  2021 ҫултанпа пуҫласа чылай пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсене модернизацилесе пыма пуҫланă. Вĕсене наци тĕррисемпе пуянлатнă, шкулсенче ытларах та ытларах ачасемпе ваттисен сăмахĕсене тĕпе хурса вĕрентсе пыма тăрăшнă. Культура пуянлăхне тĕпе хурса, уроксенче те ытларах чăвашсен йăли-йĕркисене шута илсе вĕрентнĕ.  Палăртма кăмăллă, ачасем ваттисен сăмахĕсене ăша хывса пурăнни. Вĕсем пире пурнăҫа юратма, аслисене хисеплеме, ҫĕршывшăн таса чунпа, яваплăха туйса пурăнма витĕм кӳреҫҫĕ. Кăҫал эпир чăвашсене ҫутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине паллă тăватпăр. Вăл пире пиллесе хăварнă сăмахсен пĕлтерĕшĕсем, паянхи пурнăҫ таппишĕн те питĕ вырăнлă пулни куҫ кĕретех.

Нумаях пулмасть, юбилейе халалласа ирттермелли мероприятисене йĕркелеме ĕҫ ушкăнне палăртнă. Ăна пуҫарса йĕркелесе пыма Анатолий Геннадьевич Аксаков килĕшнĕ. Кун пек ырă пуҫарăва эпир хапăл тусах йышăннă. Пирĕн ентешĕмĕр, федераци шайĕнче курăмлă мероприятисем ирттерни паллă, апла пулсан, ҫĕнĕ йышăнăва та пурнăҫа кĕртсе, мероприятисене питĕ ҫӳллĕ шайра ирттерессине пĕлсех тăратпăр. Палăртса хунă мероприятине Педагогсемпе наставниксен ҫулталăке халалласа ирттерме плана кĕртнĕ.      



23 января 2023
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter