" Культура диалогӗ". Нацисен хушшинчи пĕтĕм Раҫҫейри ҫамрăксен лагерĕ Чăваш Енре иртет

Ăна ҫĕртме уйăхĕн 20- мĕшĕнчен пуҫласа 25-мĕшĕччен ирттересси пирки Чăваш Республикин Правительстви Федерацин Наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен агенствипе калаҫса килĕшнĕ.
«Эпир Чăваш Республикин Правительствипе пĕрлехи ҫĕнĕ проекта пурнăҫа кĕртме хатĕрленни, чи млтанах ҫамрăк яш-кĕрĕмшĕн кăсăклă пулĕ. Вĕсене вăл ытларах Чăваш Республикипе паллашма май парĕ, унăн илемлĕхне туйма вĕрентĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Иван Власов, наци ĕҫ-хĕлне витĕм кӳрессипе ĕҫлекен федераци агенствин ют ҫĕршыв гражданĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлекен управленийĕн пуҫлăхĕ. Тĕрлĕ нацисен хушшинчи ҫыхăнăва тытса пыма, пĕрне-пĕри хисеплеме, тачă ҫыхăнура ĕҫлеме Чăваш Енре чаплă мероприятисем йĕркелесе ирттернине палăрнă сумлă хăна. «Эсир пуян йăла-йĕркесемпе мăнаҫланма пултарайратăр, халăхсен хушшинчи хутшăнăва ҫирĕплетсех пыратпăр. Ырă тĕслĕхе, Раҫҫей Федерацийĕнчи тĕрлĕ субъекчĕсенче пурнăҫа кĕртме те аван», – тенĕ вăл. «Чăваш Енре 128 тĕрлĕ халăх пĕрне-пĕри хисеплесе, тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пырать. Вĕсене валли культурăна упрама, тăван чĕлхене хисеплеме, йăла-йĕркесене тытса пыма пĕр тан условисем туса панă», – тесе сăмаха пуҫарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Унăн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн чылай субъекчĕсенче чăваш наци-культура пĕрлешĕвĕсем пурри палăрнă, сăмах май, ют ҫĕршывсенче те 8-шĕнче чăвашсем пур. Чăваш наци-культура автономийĕсем пуян йăла-йĕркепе культурăна упраса хăварассишĕн, чăваш пуласлăхĕшĕн яваплăха туйса ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ.