Олег Николаев хӗлле ҫулсене начар тасатни пирки ӳпкелешсе ҫырнă граждансен ҫăхавĕсем пирки чарăнса тăнă

Олег Николаев  хӗлле ҫулсене начар тасатни пирки ӳпкелешсе ҫырнă  граждансен ҫăхавĕсем пирки чарăнса тăнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ЦУРăн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă, граждансенчен ҫул-йĕрсемпе ҫыхăннă ыйтусем чылай пуҫтарăннине асăннă. Хĕллехи тапхăрта ҫулсене тирпейлĕн пăхса тăманни пурне те пăшăрхантарать. Кăҫал кăрлач уйăхĕнче ку ыйтупа пурĕ 576 ҫăхав пухăннă.  Пăртан тасатман ҫулсем - ҫынсене хумхантараҫҫĕ.  Ҫынсене ҫурран утма условисем япăх пулни пирки те пĕрре мар ҫăхавсем  килсе ҫитнĕ.  Регионта пурăнакансем ҫулсем япăххине палăртнă, хăш-пĕр уйрăм территорисенче ҫутă пулманнине те асăннă.  Чи  нумай ҫăхав Шупашкар хулинчен, Етĕрнерен, Канаш районĕнчен пулнă.  «Нумай чухне халăх пирĕнтен цифра мелĕсемпе усă курса хăйсем ыйтса ҫырнисем ҫине хуравне илеҫҫĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче цифра платформи вăй илсе пыни куҫ кĕретех.   «Инцидент менеджмент» урлă пĕтĕмпе 426 ҫăхав пулнă, патшалăх пулăшăвĕсем урлă  та чылай ҫăхав пуҫтарăннă, кăтарту сахал мар вĕсен йышĕ 150 ҫитнĕ.  Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе, хамăрăн палăртса хунă ĕҫсене йĕркелесе пырасси. Кирек-епле ыйтăва та туххăмрах татса пама тăрăшмалла», – тесе кун пирки тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăнă май.

2022 ҫулта пĕтĕмпе  ҫӳлерех асăннă ыйтупа 12 пин ытла ҫыру килсе ҫитнĕ. Вĕсем паллă, пĕтĕмпех ҫул-йĕрмсемпе ҫыхăннисем. Чи нумай ыйту - Канашран, Йĕпреҫрен, Пăрачкавран, Ҫĕмĕрлерен.     Асăннă территорисенче М-12 строительство ĕҫĕсем пыраҫҫĕ.  «Пĕчĕк хуласенчен ҫăхавсем сахал. Ку паллах, лару-тăрупа лăпланса лармаллине пĕтĕмпех пĕлтермест. Ку тĕлĕшпе малалла та тăрăшса ĕҫлемелле. Социаллă сетьсемпе пурте усă курсах каймаҫҫĕ, ытларах пысăк хуласенче пурăнакансем хастар хутшăнаҫҫĕ ҫӳлерех асăннă платформа ҫинче. Калăпăр, Сĕнтĕрвăрринче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, ун чухне кашни тенĕ пекех хăйсене кăсăклантаракан ыйтăвĕсем пирки мана пĕлтерме тăрăшрĕҫ», – тесе сăмаха малалла тăснă Олег Николаев.  

«Хĕллехи тапхăрта автомашина ҫулĕсене тирпейлĕ тытасси, ҫынсене утма лайăх условисем хатĕрлесси чи пĕлтерĕшлисем пулса тăраҫҫĕ.  Калăпăр, ҫулсерен пире ҫут-ҫанталăк пăтăрмахĕсемпе тĕл пулма тивет. Пăрлă ҫумăр алхасать, вĕсемпе кĕрешес тесен те сахал мар тăрăшмалла», – палăртнă  Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов

Хĕллехи тапхăра мĕнпур подрядчиксем кирлĕ пек шайра хатĕрленсе ҫитменнине пĕлтернĕ Владимир Осипов. Паллă, вĕсене пула ҫулсене юртан вăхăтра тасатса пыманни те сисĕнкелерĕ. Тĕрĕслев тени кăштах сӳрĕкрех пулнă, ăна пула халăхран ҫăхав ытларах пухăнни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.  

Ҫулсене тирпейлесе тасатса тăма подрядчиксене палăртассинче тимлĕ пулмаллине палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Регион шайĕнчи ҫулсене тирпейлесе тăма паянхи куна пирĕн ҫулталăка йышăннă контрактсем пур. Кун пек практикăпа муниципалитетсен шайĕнче ĕҫлеме кам пире чарать?», –  тесе каланă вăл. Юлашки ҫулсенче ҫут-ҫанталăкпа пулса иртекен пăтăрмахсем пире ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыма вĕрентсе пыраҫҫĕ.   Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса, палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫлама тăрăшмалла.

«Пирĕн предпринимательсене валли те условисем хатĕрлемелле. Ҫĕнĕ подрядчиксене хатĕрлемелле.  Ку шăпах та, пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри, предпринимательлĕх пайне аталантарма витĕм кӳрекен условисем.  Эпир хамăр енчен заказсемпе тивĕҫтеретпĕр, предпринимательсен хăйсене шанса илнĕ ĕҫсене яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлемелле», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Пăтăрмахсем сиксе ан тухчĕр тесессĕн, ҫирĕп йĕрке пулмалла. Техника тăрăмне шута илмелле, Хăш-пĕр муниципалитетсене пĕр чăмăра пухса, пĕрлехи йышăнусем туса пырсан та тен аван пулĕ. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан техникăллă пулас тесессĕн, ку меслетсемпе усă курсан та тен вырăнлă пулнă пулĕччĕ.

«Каламасăрах паллă, пĕр предприниматель пĕртен-пĕр бульдозерпа муниципалитета тулли кирлĕ пек пулăшупа тивĕҫтереймест. Пĕрремĕш кварталта палăртнă ыйтусене тĕплĕн тишкермелле. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене ҫийĕнчех татса пама тăрăшмалла. Кăлтăксем никамăн та кăларса тăратма юрамасть», –  тесе уйрăммăн тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Бюджетра сахал мар укҫа-текĕ пăхса хăварнă, апла пулсан паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăакан техникĕсемпе те усă курма майсем пулĕҫ», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Владимир Осипов.          



23 января 2023
17:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter