Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннӑ

Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннӑ

 Канашлăва пухăннисем Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин 2022 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, кăҫалхи ҫул валли палăртнă приоритетлă ҫул-йĕрсем пирки чарăнса тăнă.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакансене яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Хаклаври чи пысăк кăтарту – Чăваш Енре пурăнакансем полици ĕҫченĕсене шанни, вĕсене хисеплени. Тепĕр тесен, регионта пурăнакансенчен чылайăшĕ – полици ĕҫченĕсен ĕҫ-хĕлне пысăка хурса хаклани те куҫ кĕретех. Халăх хушшинче ирттернĕ ыйтăм та ҫакнах ҫирĕплетет: пĕтĕмĕшле кăтартуран – 64 проценчĕ полици ĕҫне тухăҫлă тесе хаклать. Питĕ аван, Атăлҫи федераци округĕпе Раҫҫейĕн вăтам кăтартăвĕсенчен регионăн чылай лайăх пулни курăнать. Чăваш Енри общество шухăшне тĕпчекен фонд та ҫакна пĕрре мар ҫирĕплетнĕ. Чăваш Енри йĕркелĕхпе çыхăннă лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă.

«Кирек-епле пысăк ĕҫ те пĕрле пурнăҫланать.  Чи малтанах право хуралĕнче тăрăшакансемпе Чăваш Республикин Правительстви тачă ҫыхăнса  алла-алăн ĕҫлени паллă.  Лайăх кăтартусем – Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствинче вăй хуракансене пула пулса пынă. Право хуралĕнче ĕҫлекенсем граждансен прависене хӳтĕлессипе хастар ĕҫлеҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  «Чи малтанах йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ чакни пирки калас пулсан, эсир хăвăра шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пынине пĕлтерет.  Паллă, ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсен, пур-пĕрех 2022 ҫулта чылай кĕтменлĕхсем сиксе тухнă. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономики тăнăҫлă аталанса вăй илсе пытăр тесе те эсир сахал мар витĕм кӳнĕ.  Профилактика ĕҫне хастар хутшăнатăр, халăхпа тĕл пулса, вĕсене кирлĕ пек хыпарсене илсе ҫитерме тăрăшатăр», – тенĕ вăл.

Преступленисен шучĕ пур енĕпе те тенĕ пекех чакнă. Хулиганла ĕçсем, наркотик сарнипе çыхăннă преступленисен шучĕ те нумаях мар. Уйрăм преступленисем пирки те сăмах пуçарнă. Калăпăр, уголовлă ĕçсем тата ыттисем. Общество йĕркелĕхне сыхлассипе çыхăннă лару-тăрупа полици ĕҫченĕсем хастар тăрăшаҫҫĕ.

«Пурнӑҫӑн мӗнпур сферинчех ҫирӗп тӗрӗслесе тӑратӑр – граждансен пурлӑх тата социаллӑ прависене хӳтӗлессинче, преступноҫпа чарассинче кӗрешетӗр, республикӑра пурӑнакан ҫынсен право культурине ӳстерме пулӑшатӑр», – тенĕ  Пуҫлăх.

«Эпир кулленех вĕренӳ учрежденийĕсене мина хунă текен хыпар илсе тăратпăр. Суту-илӳ центрĕсене, патшалăхăн влаҫ органĕсен учрежденийĕсене те чылай хăрушă хыпарсем ҫитнĕ. Пур-пĕрех эсир туххăмрах кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма пĕлнĕ. Халăха лăплантарса, инкек-синкексенчен асăрханма вĕрентнĕ.  Пирĕн йывăрлăхсене парăнтарма пĕлмелле, вĕсене пула, хамăрăн кулленхи ĕҫсене  ҫирĕп йĕркепе туса пымалла», – тесе каланă Олег Николаев. «Пирĕн ӳлĕмрен те пĕрне-пĕри пулăшса, хамăрăн ума лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле», -  тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Пĕрлехи ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пынине кура, хамăрăн территоринче харкашусем пулман. Социаллă политика лару-тăрăвĕ те аван. Тĕрлĕ наци халăхĕ пĕрне-пĕри ăнланса, май пур таран пулăшса пырать, йывăр чухне те пĕрле пулма тăрăшать.

Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе ҫыхăннă Стратегине 2035 ҫулсем валли йышăнса хăварнă. Профилактика ĕҫĕсене йĕркелеме мероприятисем сахал мар пăхса хăварнă ĕҫ хутĕнче.  Регионта йĕрке пăсакансене тупса палăртас, вĕсене тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшас тĕллевпе регионта патшалăх программисене – виҫҫĕ йышăннă. Юлашки ҫулсенче информаци технологийĕ вăй илсе пыни те вăрттăнлăх мар. Ку тытăмра йĕрке пăснисем те сахал мар. Халăха сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентни паха. Вĕсем ун пек чухне йĕрке те пăсмĕҫ. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, Чăваш Республикин Правительстви ҫынсене валли спорта ҫӳреме условисем туса парасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрни паллă.  Усал эрех-сăра  патне туртăнакансем сахаллансах пыраҫҫĕ, ҫынсем хăйсен сывлăхне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пирĕн  ума лартнă тĕллевсем пысăк.  Апла пулсан, пирĕн ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшмалла. Уйрăмах ҫитĕнекен ăрăва сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентмелле. Сывă наци ҫĕршыв пуласлăхĕ текен ăнлава пурин те ăша хывса пурăнмалла», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Олег Николаев. Патшалӑхӑн тата обществӑн пӗлтерӗшлӗ задачисен шутне ҫамрăк ӑрӑва хастарлӑ ӗмӗрлӗ пулма условисем туса парасси, сывлӑхне упрасси те.

Право йĕркине пăсасран нумай чухне видеосăнавсем те витĕм кӳреҫҫĕ. Тăватă пин ытла камера ҫине ӳкерĕнекен кадрсем кирлĕ пек ятарлă служба ĕҫченĕсем патне туххăмрах ҫитеҫҫĕ. 2022 ҫулта регионта хушма 149 камера вырнаҫтарнă. «Хăрушлăхсăр хула» АПК витĕмлĕхĕпе чылай йĕрке пăсакансене тупса палăртма май килнĕ, кăтарту 47 ҫитнĕ.

«Йĕркесĕрлĕхпе кĕрешесси – ҫăмăлах мар, апла пулсан, хастар та паттăрсем кăна хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа саккунсене пăхăнса мĕнпур ĕҫсене пурнăҫласа пыраҫҫҫĕ», – тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Республикăри  право хуралĕнче тăрăшакансем малашне те професси ăсталăхĕн шайне ҫӳлте тытасса, ҫынсене саккун тата тĕрĕслĕх вăйне ҫĕнентерме пултарассине, вĕсен пурнăҫри ҫивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшассине, граждансен саккунлă прависемпе интересĕсене тивĕҫлĕ хӳтĕлессине пĕлсех тăратпăр.

Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствинче пысăк профессионалсем вăй хураҫҫĕ. Вĕсем Тăван ҫĕршывăмăра сыхлассишĕн, ăна парăнса чăн-чăн паттăрлăх  кăтартса ĕҫлеҫҫĕ. Ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисемпе чысланă республика Пуҫлăхĕ.     

 



24 января 2023
18:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter