Ҫĕнĕ Шупашкарти йывăрлăх кăларса тăратнă нумай хваттерлĕ ҫурта туса пĕтернĕ
Республика Правительстви пулăшу панине кура, «Специализированный застройщик СМУ-60» тулли мар яваплă общество Ҫĕнĕ Шупашкарти нумай хваттерлĕ ҫурта ҫулталăкран та сахалтарах тапхăрта туллин пурнăҫа кĕртнĕ. Палăртнă ҫурта хăй вăхăтĕнче «Оргтехстрой» тулли мар яваплă обществăн 2017 ҫултах тумалла пулнă, ахăртнех вĕсем хăйсем ҫине илнĕ ĕҫе пурнăҫламан.
Ҫулталăк пуҫламăшĕнчех виҫĕ объект йывăрлăх кăларса тăратнă пулнă, унти йывăрлăх 348 ҫынна пырса тивнĕ. Вĕсем нумай хваттерлĕ ҫурта хута ярассине чăтăмсăррăн кĕтнĕ.
Строительсен урамĕнчи 6-мĕш №-лĕ ҫуртра пурăнакан Амуровсен ҫемйипе тата тăлăха юлнă тепĕр 6 ачана хваттерсен уҫҫисемпе тивĕҫтернĕ, вĕсене граждансене социаллă пулăшу парассипе ҫыхăннă программăна тĕпе хурса хваттерсем панă. Савăнăҫлă лару-тăрăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă, пая кĕрсе хваттер туяннисене, ытти халăха ăшшăн саламланă.
«Ку ҫуртра 190 хваттер. Патшалăх хăй ҫине илнĕ яваплăха пурнăҫланă. Ҫынсене пурăнма хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйтăва уҫăмлатнă. Хăй вăхăтĕнче халăха патшалăх хваттерпе тивĕҫтерме шантарни, пурнăҫа кĕни паха», - тесе хушса каланă Олег Николаев. Социаллă программăпа 2022 ҫулта нумай ачаллă пĕр ҫемье тата 6 тăлăх хваттерлĕ пулнă.
Ҫĕнĕ Шупашкарта йывăрлăх кăларса тăратнă объектăн шăпине тинех татса панă. Сăмах май, 2022 ҫулта Олег Николаев палăртнă муниципалитетра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă, хваттер илес тесе пая кĕрсе тӳленĕ халăхпа курнăҫнă. 100 яхăн ҫын калаҫу вăхăтĕнче хăҫан ҫурта туса пĕтереҫҫĕ тесе сăмах пуҫарнă. Регион тытăмне тĕпе хурса, йывăрлăх кăларса тăратнă ҫурта туса пĕтернĕ. Апла пулсан, ыйтăва туллин паян татса пани куҫ кĕретех.
Республика Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ен Правительстви пая кĕрсе улталаннă ҫынсен шăпине татса парассипе курăмлă ĕҫлесе пынине асăннă. 2022 ҫул пуҫламăшĕ тĕлне пурĕ республикăри Пĕрлехи реестрта йывăрлăх кăларса тăратнă объектсем 16 пулнă, 2367 граждан вăхăтра хваттерлĕ пулайман. Паянхи куна ку кăтартăва илес пулсан, икĕ хут та нумайрах чакнă. 2023 ҫулта йывăрлăх кăларса тăратнă 5 объектри ĕҫсене уҫăмлатма, граждансене хваттерсемпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ.