Мăнаçлă чăваш чĕлхи
Çĕнĕ эрне пуçламăшĕнче Чăваш Енри министрсем чăвашла челлендж ирттерме пуçланă.
«Шел те, эпĕ хамăн ачасемпе чăвашла калаçмастăп. Юсанма вăхăт. Çитменнине тата чăвашсем çинчен каласа кăтартмалли нумай. Чăвашсем чи юрăллă-кĕвĕллĕ халăх пулнине эсир пĕлнĕ-и? Юрламан е пĕр-пĕр музыка инструменчĕпе калама пĕлмен çынна хисеплемен,- тесе çырнă Дмитрий Иванович социаллă тетелте. Хăй вăл чăвашла ваттисен сăмахĕсене çырса илнĕ. Эстафетăна экономика министрĕ Дмитрий Краснов ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова панă. Çак челленджра регион ĕçне тимлекен центр ĕçченĕсем те хутшăнма кăмăл тунă.