Студентсен кунӗнче Олег Николаев стипендиатсене – пысăк кăтартусемпе палăрнисене свидетельство парса хавхалантарнă

Студентсен кунӗнче Олег Николаев стипендиатсене – пысăк кăтартусемпе палăрнисене свидетельство  парса хавхалантарнă

Савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннă 35 ҫамрăк яш-кĕрĕме Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сертификатсем парса чысланă. Вĕсем тĕрлĕ сферăсенче хисепе тивĕҫнисем: наукăра, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнче, пĕтĕм тĕнче шайĕнче пысăк кăтартăва тивĕҫнисем. Кăҫал вĕсен хушшинче ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă ҫамрăксем те пулнă.

«Сире стипенди илме май паракан сертификата эпĕ кăҫалхипе пиллĕкмĕш хут тивĕҫтеретĕп. Пĕлетĕп, ыран та тата тепĕр кун та ҫитĕнекен яш-кĕрĕм Чăваш Енĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывассине. Чи пахи – пысăк тавра курăмлă яшсемпе хĕрсем, ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшса, май пур таран хăйсенчен мĕн килнине тума тăрăшни. Пысăк технологиллĕ хатĕрсене тĕпе хурса, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтерсе ĕҫлесе пыма вĕренсе пыни паха», – тенĕ Олег Николаев.  

Сăмах май, Чăваш Ен Правительстви ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳме ялан хатĕррине те палăртнă вăл. Нумай чухне, хастаррисене, лайăх ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх енчен тĕрлĕ премисем, грант мелĕпе тĕревсем  парса хавхалантарнине те асăннă вăл.   Кун пек ĕҫе малалла та тăсассине палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

«Стипендисем парса чыслани, пире ӳлĕмрен тата  пысăк кăтартусем патне ăнтăлма пулăшаҫҫĕ. Эпир кулленех хамăрăн пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма тăрăшăпăр, ҫĕршыва юрăхлă ҫынсем пулса ҫитĕнме лайăх вĕренсе пырăпăр», – тесе каланă  Софья Абросимова стипендиат. Вăл Студентсен канашĕнче вăй хурать, тĕрлĕ ташă ăмăртăвĕсене хутшăнса, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Апла пулсан, ҫамрăсен хушшинче хĕрача чăн-чăн тĕслĕх пулни куҫ кĕретех.

Палăртнă мероприятине ку хутĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хутшăннă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕн стипендийĕ питĕ пысăк. «Кам пирĕн республикăмăр лайăх аталанса вăй илсе пытăр тесе тăрăшать – вĕсен пĕр тĕллев Чăваш Ен кунран-кун вăй илсе, ытти субъектсем хушшинче чи лайăххи пулса тăтăр тесе ҫине тăрсах ĕҫлесси. Сирĕн пуласлăх пысăк. Эпир ҫакна пĕрре мар курса ĕненнĕ. Студентсен кунĕнче пире сирĕнпе пĕрле пулма, сирĕн ҫитĕнĕвĕрсемпе паллашса, уяв ячĕпе саламлама питех те хавас. Пултаруллă яш-кĕрĕме пула, паянхи кун хăйне евĕр илемлĕ, питĕ кăсăклă. Савăнăҫлă мероприятисем те ҫакнах ҫирĕплетеҫҫĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă Алла Салаева.   

Ҫулсерен пирĕн ҫамрăксем регион чысне хӳтĕлеҫҫĕ Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ ăмăртусемпе фестивальсенче, тĕрлĕ конкурссенче малти вырăна тухса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраҫҫĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан ҫамрăксем ҫулсерен ăмăртусенче малти вырăна тухаҫҫĕ. «iВолга» ҫамрăксен форумĕнче пирĕн республикăн ҫамрăкĕсем Атăлҫи федерацийĕн округĕнче пиллĕкмĕш вырăна тивĕҫнĕ. Ку та анчах мар, пĕтĕмпех каласа пĕтерме те хĕн, Чăваш Енĕн ҫамрăкĕсен хисепĕсем чăнласах та чылай.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн сăмахĕсене аса илсе хăварнă: «Патшалăх ҫамрăксен политикине аталантарма пысăк  вăй-хăват пур.  Мĕн пуррине туллин пурнăҫа кĕртме пĕлмелле,   ҫитĕнӳсем тăвассишĕн яваплăха туйса ĕҫлемелле, ҫĕнĕ шая тухас тесен, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан условисене тĕпе хурса пыма вĕренмелле. Республикăн пуласлăхĕ пирĕнтен пуринчен те нумай килет. Ку ăнлавсене кулленех асра тытмалла», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Студентсене ҫитĕнӳсемпе лăпланса лармалла маррине каланă Олег Николаев. Хăюллă пулма, хастарлăха малти вырăна хурса, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă вăл. «Кам-та кам кулленех ҫĕнни патне туртăнать – унăн ҫитĕнĕвĕсем пуласси те часах. Малалла утăр, пуласлăх ҫине хăюллăн пăхăр. Эпир сире хамăр енчен пултарулăхăрсене аталантарса пыма кирлĕ пек условисене йĕркелесе пама тăрăшăпăр. Ăнăҫусем сире сунатпăр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Кĕскен: стипендине ҫулсеренех ҫамрăксене парса хавхалантараҫҫĕ. Вĕренӳре, спортпа культурăра, сывлăх сыхлавĕнче е тата тĕрлĕ сферăра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисемпе чыслаҫҫĕ, ҫулсерен стипенди парса та пулăшаҫҫĕ. Кашни уйăхра  пултаруллă ҫамрăк яш-кĕрĕм 2500 тенкĕ тивĕҫет. Кăтарту пĕчĕк мар, апла пулсан ҫак хисепе тивĕҫессишĕн пурин те яваплăха туйса, республика пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшмалла.



26 января 2023
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter