«Эпир пĕрле пухăнса пулăшни Ҫĕнтерĕве ҫывхартма витĕм кӳрĕ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Эпир пĕрле пухăнса пулăшни Ҫĕнтерĕве ҫывхартма витĕм кӳрĕ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Черетлĕ гуманитари пулăшăвне Чăваш Енрен ятарлă ҫар операцийĕсене пурнăҫлакансем патне ăсатнă.   Тăхăр автомашина, вĕсем пурте кирек-епле ҫанталăкра та йывăрлăха ҫул ҫинче парăнтарайраҫҫĕ. Вăрнар, Канаш, Тăвай районĕсен автомашинисем ҫине ҫар ҫыннисене кирлĕ хатĕрсене чылай вырнаҫтарнă, апат-ҫимĕҫ, тумтир, тĕрлĕ оборудовани.   

Ятарлă колоннăна Канаш хулинчен ăсатнă, паллă пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев килсе ҫитнĕ. «Ку пирĕн черетлĕ пулăшу пĕрлĕхе тепĕр хут ҫирĕплетет. Хамăрăн ентешсене эпир мĕнпур чун-чĕререн хисеплетпĕр.  Паян вĕсем ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнса, пире мирлĕ пурнăҫ туса парассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаҫҫĕ.  Пирĕн пĕрлехи ĕҫ – пурлăхпа техника хатĕрĕсемпе тивĕҫтерни – вĕсене ҫĕнтерĕве ҫывхартма пулăшасса пĕлсех тăратпăр.   Тепĕр тесен, вĕсен кăмăл-туйăмне те ҫĕклесе ярассине ĕненетпĕр.  Кун пек ĕҫе малалла та пурнăҫлăпăр, Ҫĕнтерĕве  ҫывхартас тесе кашни яваплăха туйса ĕҫлĕ», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Йывăрлăхсене парăнтарас тесессĕн, пурсăмăрăн та пĕрне-пĕри ăнланса, май пур таран пĕрле килĕшсе ĕҫлесе пыни питех те пĕлтерĕшлĕ.

Паян ҫакăн евĕр ятарлă колонна Патăрьелĕнчен те ҫула тухса кайнă. Республика Пуҫлăхĕ вĕсемпе видео ҫыхăну мелĕпе калаҫнă, телейлĕ ҫул суннă, хастарсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Ҫулталăк пуҫланнăранпа ятарлă ҫар операцийĕсене пурнăҫлакасем патне пурĕ 24 автомашина ҫула тухнине хыпарланă.   

Кăрлач уйăхĕн 25-26-мĕш кунĕсенче Красноармейски, Вăрмар районĕсенчен ятарлă пулăшăва асăннă территорисене ăсатнă. Ҫитес кунсенчех кун пек пулăшăва ăсатма Улатăрсем, Шупашкарсем, Ҫĕрпӳсем хатĕрленеҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев паян хастарсене тав ҫырăвĕсене парса чысланă.  



27 января 2023
17:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter