Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ патне Çырупа тухрĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçалхипе виççĕмĕш хут Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Ку тĕп документ, 2023 çулта республика умне лартнă пĕлтерĕшлĕ программа шутланать. Çырура Олег Николаев республика аталанăвĕн программипе килĕшӳллĕн çынсене уйрăмах кăсăклантаракан, кашни тытăмрах вăраха ямасăр татса памалли ыйтусене хускатрĕ. Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ тӳрĕ эфирта теле- тата радиострансляци йĕркелерĕ. Çавăн пекех республикăра пурăнакансен «В контакте» социаллă сетьре, Олег Николаевăн, «Чăваш Республики» пĕрлешӳсенче тата Республика ертӳçин телеграмм каналĕнче Çырупа паллашма май пулчĕ.

– Эпир паян сирӗнпе кӑҫал тата ҫитес ҫулсенче тумалли ӗҫсем пирки калаҫӑпӑр, тӗллевсене сӳтсе явӑпӑр, камӑн хӑҫан тата ӑҫта мӗнле вӑй хумаллине палӑртса хӑварӑпӑр. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă кăçалхи Çыру çĕршывăн пĕлтерĕшлĕ çар операцийĕ пынă тапхăрпа çыхăннăран

Олег Алексеевич унта пуç хунă паттăр ентешсене асра тытса пĕр самант шăп тăнинчен пуçларĕ: «Вĕсенчен кашнийĕ чăн паттăр», – терĕ вăл. Олег Николаев ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа палăрнă Артемий Репкина Паттăрлăх Орденĕпе чысларĕ. Вăл 2022 çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче хĕрӳ çапăçупа, вĕсене Украина çарĕсем çавăрса илнĕ хыççăн, хамăрăн салтаксене пĕр чарăнми миномет çулăмĕ айĕпе пĕр çухатусăр илсе тухма пултарнă. Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен, Раççейри культура еткерлĕхĕн çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май кăçалхи Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çемьесене, тăлăх ачасене пулăшас, шкулсемпе ача сачĕсем тăвас, çамрăксене патшалăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарассипе пурнăçламалли тĕллевсем пирки паллаштарчĕ.

 – Çын – пулмалла вăл ирĕклĕ, телейлĕ.

Çак ирĕк пуçланать вăл çĕр çинче.

Ачалăх пултăр лăпкă та хĕвеллĕ,

Çын ӳстĕр ыр çaнталăк çутинче.

СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Мухтавлă ентешлĕх çулталăкĕ иртсе кайрĕ пулин те пирĕн Пуçлăх тата пысăк пулăмсем кăçал пулса иртесси пирки савăнтарчĕ. Чи пĕрремĕшĕ вăл Иван Яковлев 175 çул тултарнине саламлатпăр. Тата 100 çул тултарнă пулăмпа саламлатпăр. Вăл Вера Кузьминичина Кузьмина СССР халăх артистки питĕ паллă, питĕ пĕлтерĕшлĕ кунсем. Мĕншĕн тесен ăна паллă тумалла. Уйрăмах И.Яковлев тунă ĕçсене палăртмалла. 1-мĕш утăмсем вăл чăваш букварьне кăларнă. Чăваш шкулĕсене уçнă. Вĕсем тунă ĕçсене тăрăшмалла малалла аталантарма».

Медицинăпа социаллă сферăра 2023 çулта халăх пурнăçне хăтлăлатас, çывлăхне çирĕплетес, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе тата ытти енпе те ĕçлемеллине палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

АЛИНА ИВАНОВА: «Эпĕ Чăваш Республикинче ГТО Посолĕ пулатăп. Эпир халĕ ытти регионсен хушшинче 14-мĕш вырăн йышăнатăп. Малалла татах та ӳсес пулать. Пирĕн регион вăл – спорт объектсемпе халăха тивĕçтерес енĕпе малти вырăнта пырать. Хăйĕн çырăвĕнче Олег Алексеевич Николаев паян каларĕ аса илчĕ стадион «Волгăна». Ку реконструкцине 10 çул ытла кĕтрĕмĕр. 2021 çулта ку реконструкци пуçланчĕ. Ку питĕ пысăк объект ФОК, ледовый дворец, футбол вылямалли уйпа çăмăл атлетсене валли дорожкăсем. Хăйĕн Посланинче республика Пуçлăхĕ хута кĕртме хушрĕ».

РЕНАТА ФЕДОРОВА: «Паянхи куна эпĕ хама валли тĕрлĕ тĕллев лартрăм. Пĕрремĕшĕ ĕнтĕ вăл ялти здравоохраненине малалла хăпартмаллине фельдершский пунктсем 22-мĕш çулта эпир строит тунă. 7-4 врачебный амбулатори, 2 офис врача общей. Медицина пулăшăвĕ çывăха илсе килнĕ пулăшăва вăхăтра пани пире пысăк тĕллев».

Ял хуçалăх тытăмĕнчи çитĕнӳсем, малашнехи тĕллевсем çинчен те каларĕ республика Пуçлăхĕ.

ЮРИЙ ПОПОВ: «Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура кăтартса хăварчĕ. Пирĕн Республика ял хуçалăх мероприятийĕсем вăйлă рывок турĕç. 100 миллиард ытла продукци туса илнĕ. 1 млн тонна тырă пуçтарса илтĕмĕр. Ун пекки пирĕн Чăваш Республикин историре пулман. Сĕт сăвасси, какай тăвасси, пахча çимĕç туса илесси питĕ пысăк шайра».

Регионта пурăнакансем QR-кодпа усă курса хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме пултарчĕç. Чăваш Енре 3 пин ытла çын япăх илтет. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырăвне ăнланма çăмалрах пултăр тесе кăçал сурдокуçаруçă ĕçлерĕ. Татьяна Кожанова Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тăрăшать, çавăн пекех волонтер пулса тĕрлĕ ыр кăмăллăх пуçарăвĕсене хутшăнать. 1 сехет те 8 минут Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. 



НТРК
27 января 2023
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter