Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕнче тăрăшакансен анлă ларăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă

Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕнче тăрăшакансен анлă ларăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă

Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕҫченĕсене яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Республикăн пысăк кăтартăвĕсем – пĕрле килĕшсе, пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынипе пулнине те  палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Сăмах май, Олег Николаев кулленхи ыйтусенчен пĕлтерĕшлисенчен пĕри – наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пулса пыракан ĕҫсем тенĕ. Паллă, пуҫарăва Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫласа янă. «Кашни ĕҫ, кашни объект, халăхăн ырлăхĕшĕн пурнăҫа кĕрсе пырать. Чи кирли – палăртнă мĕнпур объектсене графикпа килĕшӳллĕн туллин пурнăҫлассси. Тепĕр тесен, бюджетран тăкакланакан укҫа-тенкĕпе те тĕллевлĕн усă курмалла. Палăртнă ыйту та кун йĕркинчех», тесе сăмаха малалла тăснă вăл, шăпах та асăннă ыйтăва уҫăмлатассипе Чăваш Республикин Правительстви сахал мар тăрăшнине каланă. «Эпир цифра технологийĕсем ҫине таянса тĕрлĕ ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве те илме пултартăмăр. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерессине пĕтĕмпех ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртме тăрăшнă. Чылай вăхăта, укҫа-тенкĕне перекетлеме май панă ҫĕнĕ технологисем. Кирек-епле ыйтăва та туххăмрах татса панă, вăраха тăсса ĕҫлемен. Апла пулсан, хамăра шанса илнĕ мĕнпур ĕҫсене яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа, саккунсене пăхăнса халăх ырлăхĕшĕн вăй хуни те куҫ кĕретех», тесе каланă Олег Николаев.

Региона инвестици явăҫтарассинче те право хуралĕнче тăрăшакансен тӳпи пысăк пулнине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийн Ертӳҫи Александр Полтинин хăйĕн сăмахĕнче, ҫын вĕлернĕ тĕслĕхсене тупса туллин уҫса парассипе пуҫласа 2022 ҫулта 100 процента ҫити мĕнпур йĕркесĕрлĕхе уҫăмлатнине пĕлтернĕ.  Ытти йĕркесĕрлĕхсене тупса палăртса ҫийĕнчех явап тыттарнине те асăннă вăл.   Пĕлтĕрхи ҫул РФ СК Чăваш Енри управленийĕ  уголовлă майпа 1200  ĕҫ пуҫарнине пĕлтернĕ Ертӳҫĕ. Чылайăшне суда панине те каланă вăл. Паллă, экономика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕсех мар чухне, халăха вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтермен тĕслĕхсем те пур.  Предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе тăтăшах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркеленине палăртнă канашлура. Тухăҫлăх та ҫук мар, 10,5 млн тенкĕлĕх парăма кĕнисем халăха шалу укҫине тавăрса панă. Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – коррупцине хирĕҫ кĕрешесси. Пĕлтĕр, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳре, наукăпа строительствăра, ял хуҫалăхĕнче, промышленноҫ пайĕнче йĕркесĕрлĕхсем пулкаланă. Вĕсене уҫăмлатассипе те курăмлă ĕҫленĕ Следстви комитетĕнче тăрăшакансем. Пĕр сăмахпа каласан, йĕркесĕрлĕхпе кĕрешессипе тимлĕ ĕҫленĕ ведомство ĕҫченĕсем, хăйсене шанса панă ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса пурнăҫланă.    

.



27 января 2023
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter