Чăваш Енре нумай хваттерлĕ ҫуртсенче лифтсене кăҫал татта та чылайрах ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ

Чăваш Енре нумай хваттерлĕ ҫуртсенче лифтсене кăҫал татта та чылайрах ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ

Муниципалитетсенчи ҫурт-йĕрсене тĕрĕслевре тытасси пирки ыйтăва Правительство ҫуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе пĕрле пăхса тухнă.

«Кăҫал эпир хушма опци йĕркелесе яма килĕшнĕ. Лифтсене юсассипе хастар ĕҫе кӳлĕнесси те планра пур.  Кҫалччен, нумай хваттерлĕ ҫуртсенче лифтсене ҫĕнетсе улăштарассине, тĕпрен юсав ĕҫĕсем туса ирттермелли программăна тĕпе хурса пурнăҫласа пынă.  Кăҫал 7 лифт вырăнне, 74 лифт улăштарма плана кĕртсе хăварнă. Вăхăта вăраха тăсмасăрах ĕҫе тытăнма хушатăп», – тенĕ вăл. 2023 ҫулта нумай хваттерлӗ ҫуртсенче нормӑпа пӑхнӑ усӑ курмалли вӑхӑчӗ
иртнӗ лифтсене улӑштармалли республика программи пуҫласа пурнӑҫланать. Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенчи нумай хваттерлӗ  ҫуртсенчи чылай лифта улӑштарма палӑртнӑ.

Палăртнă ĕҫе пурнăҫлама 200 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2022 ҫулта пурĕ 58 лифт юсаса ҫĕнетнĕ, вĕсене валли 142 млн тенкĕ тăкакланă. Ҫурт-йĕр хуҫалăхĕн пайĕнчи тытăмра  пурĕ 1800 лифта улăштармалла.  

Муниципалитетсенчи ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене хускатнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫапларах каланă: «Пур ҫĕрте те ҫирĕп йĕркепе пулмалла. Тĕрĕслевсем пĕтĕмпех мĕнпур  палăртса хунă ĕҫсемпе килĕшсе тăмалла. Граждансен прависене хӳтĕлессипе тимлĕ пулмалла», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен, Чăваш Енри Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцине хула тата муниципалитет округĕсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетме хушнă регион Пуҫлăхĕ.  

Халăх ыйтăвĕсене тивĕҫтересси – тĕп тĕллевсенчен пĕри, шăпах та тĕрĕслевсене йĕркелесси те пĕтĕмпех вĕсенчен килет те ĕнтĕ. 2022 ҫулта Шупашкарта пурăнакансенчен 232 ҫăхав килсе ҫитнĕ. Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакансенчен – 186. Ытти хула тата муниципалитет округĕсенчен ҫурт-йĕр ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă ҫăхавсем пулман.  

2022 ҫулта ЖКХ патшалăхăн информаци тытăмĕ урлă Шупашкар хулин администрацине 117 ыйту пуҫтарăннă. Ҫĕнĕ Шупашкарта – 65, Канашра – 6 ыйту, Ҫĕмĕрлере – 5, Улатăрта – 2, Шупашкарăн муниципаллă округне – 5, Ҫĕрпӳне –  2, Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Ҫĕмĕрлепе Тăвай муниципаллă округĕсенчен пĕрер пĕлтерӳ пулнă.  

2023 ҫул пуҫланнăранпа ЦУРа пĕтĕмпе ЖКХ енĕпе 862 пĕлтерӳ килсе ҫитнĕ. «Инцидент Менеджмент»  тытăмĕ урлă 759 хыпар пулнă. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă - 109 ҫăхава регистрациленĕ.     Халăх хваттерсенче ăшă ҫителĕксĕр пулни пирки пăшăрханса пĕлтерет, апла пулсан, ҫăхавсенчен ытларах пайĕ шăпах та, унпа ҫыхăннă.

«Пирĕн пĕрле мĕнпур ĕҫсене килĕшсе пурнăҫласа пыма тăрăшмалла, уйрăмах муниципалитетсенче вăй хуракансемпе тачă ҫыхăнура пулмалла. Тепре чухне, граждансен ыйтăвĕсене туххăмрах хурав паманни те сисĕнкелет.  Апла пулсан, пирĕн ĕҫсене ӳлĕмрен тивĕҫлĕрех шайра йĕркелесе пырассишĕн ырми-канми тăрăшма тивет»,

– тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

 



30 января 2023
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter