К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрне 105 ҫул ҫитнĕ ятпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрне 105 ҫул ҫитнĕ ятпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрĕнче вăй хуракнсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Раҫҫейри театрсем хушшинче пирĕн республикăри чи асли шутланса тăрать. Кунта тăрăшакансем чăваш наци культурипе ,ăс-хакăл тĕнчипе упраса хăварса, ăна ламран-лама куҫарса пырассишĕн  ырми-канми ĕҫлеҫҫĕ.

«Нумай ҫулсем хушши упраса хăварнă театрти ăсталăха ҫитĕнекен ăрăва парса хăварас, тата ăна паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ йышши методикăсене ăша хывса йĕркелесе пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Куракансен кăмăлне каякан паха курăмсем хатĕрлени – хăйех пысăк парне шутланать. Паян та чăваш спектаклĕсене халăх хапăл тусах ҫӳрет», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев уява пухăннисене саламланă май.   

Сăмах май, Чăваш Республикин Правительстви театрсен ĕҫне кулленех витĕм кӳме хатĕррине хыпарланă.  Паянхи театр ҫынсене яланхи пекех хăй патне илĕртĕр тесе, чылай тăрăшмалла, куракансене валли кăсăклă та илемлĕ спектакльсем лартса пама пĕлмелле. «2022 ҫултан пуҫласа чăваш спектаклĕсене лартма пьесăсене суйласа илме ятарлă конкурс йĕркелесе ирттереҫҫĕ. Ку паллă, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ произведенисене тупса, вĕсемпе хăйне евĕр паха кăларăмсем хатĕрлесе халăх патне илсе ҫитерме  витĕм кӳрĕ.  Тепĕр тесен, пултаруллисене те сахал мар грант мелĕпе пулăшу парса тивĕҫтерни куҫ кĕретех. Кадрсем хатĕрлессипе чылай ĕҫленĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.   

Театр ĕҫченĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Ольга Петрова саламланă.

Артистсемпе театрта вăй хуракансене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене Хисеп грамотипе Тав сăмахĕсем парса чысланă.

Уяв каҫĕн программи спектаклпе вĕҫленнĕ.

Кĕскен пĕлме: ҫулсерен театр ăстисем 5-6 ҫĕнĕ спектакль калăплаҫҫĕ, вĕсене 75 пин ытла ҫын курса хăйсен кăмăлне тултарать.  



30 января 2023
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter