СПИК 2.0: «Атăлҫи комбайнсем тăвакан заводра» пĕрремĕш тĕслĕх тракторсем тирпейлесе кăларнă

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕпе Альберт Каримовпа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ чухне каланă.
Ертӳҫĕсем тĕлпулу вăхăтĕнче республикăри промышленноҫ аталанăвĕн ҫул-йĕрĕпе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Ятарлă инвестици проекчĕпе (СПИК 2.0) пурнăҫланакан проектсем ҫинче чарăнса тăнă, ял хуҫалăх пайĕнче усă курăнакан тракторсене ытларах та ытларах калăпласа кăларасси пирки канашланă. Таварсене Атăлҫи комбайнсен заводĕнче тирпейлесе кăларма палăртаҫҫĕ. Палăртса хăваратпăр, предприяти «Тракторсен завочĕн» хушма концернĕ шутланать.
Пĕлме: 2022 ҫулта Чăваш Республики «Волжская перекись» ОООпа пĕрле Раҫҫей Минпромторгĕпе килĕшĕве ҫирĕплетнĕ, «Химпром» ПАО территорийĕнче хушма тавар тирпейлесе кăларма план тунă, ҫулталăкне 50 пин тонна перекис водорода хатĕрлме пăхса хăварнă.
«Пире шаннăшăн тата ĕненнĕшĕн Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторгне тав тăватпăр. Харăсах СПИК 2.0 икĕ проектне пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн, мĕнпур енчен тĕрев панишĕн те ырăпах калатпăр», – тесе каланă Олег Николаев. Сăмах май, регионти проектсем туллин пурнăҫа кĕрсе пырсан, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине те аталантарса пыма меллĕ пулассине асăннă вăл. Ҫĕршыв шайĕнче машинăсем тăвакан пая хăватлантарма витĕм кӳресси те часах пулассине палăртнă вăл.
Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторгĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Альберт Каримов сăмаха малалла тăснă май, «Промтрактор», «ЧАЗ», «Промлит» предприятийĕсен ҫӳмĕнче чылай ĕҫ пурнăҫлани пурсăмăра та хавхалантарать тенĕ. «Паллă, хăй вăхăтĕнче асăннă предприятисем ҫав тери хăватлă аталанса пырайман пулнă пулсан, паян вăл организацисем ыттисемшĕн тĕслĕхре пулса тăраҫҫĕ. Вĕсен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проекчĕсем талпăнсах пурнăҫа кĕреҫҫĕ», – тенĕ вăл.
Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче СПИК 2.0 тĕпе хурса, ҫĕнĕ йышши тракторсем тирпейленсе тухасси пирки те сӳтсе явнă. Садсенче, хăмла пуҫтарса тирпейлеме май паракан техника та калăпласшăн. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăмла таврашне типĕтсе пуҫтармалли комплекс производствине хута ямалли проектпа та паллаштарнă сумлă хăнана. «Раҫҫейе хирĕҫ санкцисем пире вăйлăрах ĕҫлесе пыма хăват кӳчĕҫ кăна. Импорта улăштарассипе те пирĕн предприятисемпе организацисем хастар тăрăшаҫҫĕ. Чăваш Ен хăйĕн мĕнпур ресурсĕсемпе туллин усă курса пыма тăрăшать. Регионта тĕслĕх пĕрремĕш комплекс ĕҫлеттересе янă. Хăмла типĕтме май паракан комплекс пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрать. Чăваш Республикин Правительствипе «Текстильмаш» концерн пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Ен мĕн авалтан хăмла лартса ҫитĕнтерессипе ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнă. Палăртнă тытăма вăй илтерсе пырасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать тесен те йăнăшах мар пулĕ. Пирĕн тăрăхра асăннă культурăна лартса ҫитĕнтерме, тивĕҫлĕ паха тухăҫа пухса илме условисем ҫителĕклĕ. «Раҫҫейре тирпейленсе тухакан мĕнпур таварсенчен 93 проценчĕ пирĕн республикăран тирпейленсе тухать. Эпир ӳлĕмрен те ҫапла ĕҫлесе пырса, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса пырасси те куҫ кĕретех. Калăпăр, 2022 ҫулта 2021 ҫулхипе танлаштарсан хăмлана виҫĕ-тăватă хут та нумайрах пухса тирпейлени те ҫакнах ҫирĕплетсе парать», - тенĕ Пуҫлăх. Малашне те ҫĕршыва хамăр паха таварсемпе тивĕҫтерме хатĕррине палăртсах каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.