Чирлекенсем ытларах ачасем

Хĕлле çитсен хăшĕсем шăнса пăсăлнипе аптăраççĕ, теприсен вара грипп чирне чăтса ирттерме тивет. Кăшăллă вирус та алхасма чарăнман-ха. Кăрлач уйăхĕнче чирлекенсем йышланнă. Çак ыйтăва Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура та хускатрĕç.

Чăваш Енре кăрлач уйăхĕнче вирус инфекцийĕпе тата гриппа 5 000 ытла çын чирленĕ тесе палăртнă. Малтанхипе танлаштарсан иртнĕ эрнере чирлекенсен йышĕ 2,9 процент ӳснĕ. Тухтăрсем ачасен те час-час ӳт температури хăпарнине шута илеççĕ. Йăшнисенчен 60 проценчĕ – вĕренекенсем е ача садне çӳрекенсем. Шупашкарта чирлекенсем йышлă. Кăшăллă вирус шар кăтартма чарăнмасть-ха. Вăл алхасма пуçланăранпа республикăри 108 000 ытла çынна çак мур çакланнине шута илнĕ, вĕсенчен 13 000 – çул çитмен ачасем. Çулталăк вĕçĕнче кăшăллă вируспа чирлекенсем сахалтарахчĕ, кăрлач уйăхĕнче вĕсем йышланнă. 18 çул тултарманнисем те чирлеççĕ, ку уйăхра 39-шне «Ковид» диагноз лартнă. Йашнисенчен 90 ытла проценчĕ чире çăмăллан ирттерет, килтех сипленет.

Паян Чăваш Енре 35-шĕ çеç больницăра сывалать. Чиртен сыхланмалли мелсенчен пĕри – вакцинаци. Кăшăллă вирусăн çĕнĕ штамĕнчен палăртнисенчен 51 проценчĕ сыхлăх эмелне яртарнă. Шупашкарпа Канаш хулисенче, Патăрьел, Комсомольски, Красноармейски, Сентĕрвăрри, Херлĕ Чутай тăрăхĕсенче ку ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Улатăр хулипе тăрăхĕнче вара – япăх кăтарту. Ларура чирлес мар тесен тухтӑрсен сӗнӗвӗсене шута илмелли пирки чарăнса тăчĕç. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, урамра уҫӑлса ҫӳремелле. Ҫын нумай вырӑнтан пӑрӑнма тӑрӑшмалла. Хамӑра хамӑр упрамаллах. 



31 января 2023
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter