Чăваш Енре COVID-19 тата ытти чирсемпе илес пулсан лару-тăру лăпкă

Чăваш Енре COVID-19 тата ытти чирсемпе илес пулсан лару-тăру лăпкă

Кашни эрнере пулакан планеркăра, кун пирки палăртса хăварнă  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.

Чăваш Енре кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуҫласа 29-мĕшĕччен грипп тата ОРВИпе чирленĕ тĕслĕхсене 5400 тупса палăртнă, ытларах 17 ҫула ҫитейменнисем усал чирсемпе аптрани сисĕнкелет.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Канаш хулипе Ҫĕмĕрлери лару-тăрăва тĕплĕнрех пăхса тухма чĕнсе каланă. Шăпах та, вăл территорисенче ыттисемпе танлаштарсан, чи нумай чирлекеннисене тупса палăртнă имĕш.  

«Лару-тăру туххăмрах улшăнма пултарать, кĕтмен-ҫĕртен усал чир ытти территорисене те ҫитме пултарĕ.  Пирĕнтен пĕтĕмпех килет. Енчен те эпир пурсăмăр та профилактика ĕҫĕсене кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пырсан, тен чир-чĕре чарма та майсем пулĕҫ. Сире пурне те асăрхануллă пулма ыйтатăп, тимлĕхе ҫухатма никам ăнта юрамасть», – тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче тимлĕ пулмаллине чĕнсе каланă. Ача сачĕсенче, шкулсенче, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче уйрăмах тимлĕхе ҫухатмалла маррине палăртнă вăл. Хыпарсене вăхăтра халăха пĕлтермелле, час-часах профилактика ĕҫĕсене йĕркелемелле, мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланмалла, тимлĕх тени малти вырăна тухса тăмалла.    

«Чăваш Енри мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсене прививка тăвассипе хастар ĕҫленĕ. Ку шăпах та, ĕнтĕ чире кăштах та пулин чарса лартма витĕм кӳнĕ пулĕ. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырса, хамăрăн сывлăха упрасси. Палăртса хăвармалла, юлашки икĕ эрне хушшинче грипп тата ОРВИ чирĕсемпе аптракансен йышĕ курăмлăнах чакни сисĕнет», – кун пирки тепĕр хут палăрта каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.     COVID-19 чирпе аптракансем пур-пĕрех сахал мар. Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуҫласа кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче кăтарту самай пысăкланнă тата та маларахри эрнерипе танлаштарсан. Амбулатори мелĕпе – 385, стационарлă мелпе 35 ҫын хăйĕн сывлăхне сиплет.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, халăха усал чир-чĕрчен асăрханма витĕм кӳрекенни – прививка тесе каланă.  «Лару-тăру лăпкă чухне ытларах халăха прививка туса ирттереҫҫĕ. Ҫынсен иммунизаци пулсан, чире те парăнтарма меллĕрех.  Енчен те ку ыйтупа тивĕҫлĕ шайра ĕҫлемен пулсан, лару-тăрăва уҫăмлатма ыйтатăп», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Регионта пурăнакансенчен 51,4 процентне, енчен те вĕсене вакцинацилеме ирĕк пулнă пулсан, пĕтĕмпех вăхăтра прививка туса ирттернĕ, 611-шне усал чиртен асăрханмалли вакцина тунă.  Палăртса хăвармалла, 181-шĕ 60 ҫултан иртнĕ ватăсем. Кун пирки те асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Ҫамрăксем те сахал мар, 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнисене – 4000-не вакцина тунă. Кун пирки те палăртсах каланă ведомство ертӳҫи.

Канашлура эмельсем пирки сăмах пуҫарнă. Ку тĕлĕшпе лару-тăру епле пулни пирки лайăх ăнлантарса панă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмаха малалла тăснă май. Регионти мĕнпур сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче профилактика ĕҫĕсене пурнăҫлама ҫителĕклĕ таран медицина хатĕрĕсем пуррине асăннă вăл.  

«Запас та ҫук мар. Вĕсене ытларах амбулатори мелĕпе сипленекенсене валли  тытмалла. Енчен те халăх вăраха кайса чирлес пулман, вĕсене ҫийĕнчех кирлĕ пек медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтерме тăрăшмалла», – тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – аптека тытăмне асăрхава илесси. Халăха кирлĕ пек таварсене нумай чухне вĕсенче те туянма меллĕ. Дефицита пачах та кăларса тăратма юрамасть.  Кун пирки тăтăшах РФ  Президенчĕ аса илтерсех тăрать.  Апла пулсан, асăннă ыйтусене час-часах тĕрĕслевре тытмалла, йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисене ҫийĕнчех татса пама тăрăшмалла.



31 января 2023
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter