Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче ачасене валли ҫĕнĕ 20 сквер хута кайĕ

Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче ачасене валли  ҫĕнĕ 20 сквер хута кайĕ

Пĕтĕмĕшле укҫа-тенкĕ ҫур миллиард ытла пăхса хăварнă.

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хула хутлăхне хăтлăрах тăвас» регион проектне наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртессипе ĕҫлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Ларăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. 

 «Укҫа-тенкĕ ытларах пайĕ пĕчĕк формăллă архитектурăллă объектсене пурнăҫа кĕртме тăкакланасси паллă.  Эпир ытларах хамăр ĕҫсене 2020 ҫулхи ĕҫсене тĕпе хурса пурнăҫласа пырăпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Апла пулсан, палăртса хунă мĕнпур проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшмалла, лайăх кăтатусем патне ҫитессишĕн вăй хумалла  тенĕ вăл.

Ача-пăчасене валли ятарлă тӳремсене ачасен скверĕсем пек тĕпе хурса йĕркелесе пырсан вырăнлă. Чи малтанах вĕсем Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, республикăри  ытти ял тăрхĕсенче пурнăҫа кĕрсе пырасси куҫ кĕретех.  Хальхи вăхăтра ҫакнашкал тӳремсене тăвас тесе ятарлă территорисене суйласа илессипе ĕҫсем хĕрӳ пыраҫҫĕ.  Кун пирки ҫирĕппĕн пĕлтереҫҫĕ Чăваш Республикин строительство министерствинче вăй хуракансем.   

 Ҫакнашкал пĕрремĕш проект 2022 ҫулта пурнăҫа кĕнĕ. Чи малтанах кун пек объектсене регионти центрсенче хута янă, Чăваш Енĕн хулисенче те сахал мар.

Ларура ҫавăн пекех обществăлла вырăнсенче е тата нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе пурнăҫланă ĕҫсене пĕтĕмлетӳ тунă.  Паллă, «Хула хутлăхне хăтлăрах тăвас» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫланакан мероприятисене тĕплĕн тишкерӳ тунă. Наци проекчĕпе пурнăҫланакан объектсем пирки тарăн пăха тухнă ларăва пухăннисем.   

2022 ҫулта пĕтĕмпе ҫакăн евĕр территорисене 240 пурнăҫланă. Вĕсене валли патшалăх хыснинчен 1 млрд та 160 млн тенкĕ тăкакланă.  Пур-пĕрех ҫитменлĕхсем те ҫук мар.   Пур ҫавăн пек районсем, уйăрнă укҫа-тенкĕпе туллин усă курайман.  Палăртмалла, пуҫаруллă проектсен шучĕ ҫулсеренех ӳссех пырать, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн республика бюджетĕнчен сахал мар укҫа-тенкĕ  уйăраҫҫĕ.   Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ертсе пыракн ведомствăсен хушшинчи ĕҫлĕ ларура, ҫитменлĕхсем пирки те чарăнса тăнă. Шупашкар хулинче «11,1 млн  тенкĕ),  Ҫĕнĕ Шупашкарта (8,7 млн тенкĕ) Вăрнарта  (5 млн тенкĕ), Улатăрта (3,4 млн тенкĕ), Сĕнтĕрвăрринче (3,3 млн тенкĕ) Ельчĕкре (1,6 млн тенкĕ), Ҫĕмĕрлесем (1,1 млн тенкĕ) объектсене валли уйăрнă укҫасене туллин илсе пĕтермен.      

«Проектсем пĕлтерĕшлĕ кашни территоришĕн. Пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пынине кашни тĕплĕн сăнаса пырать, вĕсем пурте тенĕ пекех халăх ырлăхĕпе, вĕсен пурнăҫ условийĕн шайне лайхлатса пырассипе ҫыхăннă.  Бюджетран куҫакан кашни укҫа-тенкĕпе туллин тата тĕрĕс усă курса пыма тăрăшмалла», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Ял территорийӗсене комплекслӑн аталантармалли программӑсен шучӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен çак программӑн мероприятийӗсене хутшӑнмалли проектсене хатӗрлес ӗçӗн пахалӑхне ӳстермелле.

2023 ҫулта пĕтĕмпе ҫуртсем таврашĕнчи территорисемпе обществăлла вырăнсенче пĕтĕмпе 256 объекта пурнăҫа кĕртме плана кĕртнине асăннă ларăва пухăннисем.    

Объектсене пурнăҫа кĕртме проектпа-смета ĕҫ хучĕсене туллин пăхса тухнă тесен те йăнăшах мар.  Федераци хыснинчен пĕтĕмпе 70 млн тенкĕ ытла  уйăрнă.  Мĕнпур хатĕр проектсене чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла. Кун пирки тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ял территорийӗсене мӗнпур министерствӑсем тимлӗх уйӑрнине шута илсе ял халӑхӗн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас енӗпе пӗрлехи тӗллеве пурнӑçлама мӗнпур пулӑшу майне синхронизацилемелле.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Пăрачкав муниципалитетăн округĕн пуҫлăхне ҫитменлĕхсем пулнишĕн асăрхаттарса хăварнă,  Евгений Лебедева  ҫийĕнчех кăлтăксене  пĕтерме хушнă.   «Укҫа-тенкĕне пĕчĕк хуласемпе ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртес тесе пăхса хăварнă, объектсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшмалла пурин те.  Пирĕн паян хатĕр проектсем пулмалла», - тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Истори пĕлтерĕшлĕ объектсем ҫине тимлĕх уйăрмалла, вĕсем ытларах та ытларах аслă ҫултисемпе ҫитĕнкен ăрăва  кăсăклантараҫҫĕ тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

Халӑх пурӑнакан вырӑнсем ҫӗнелсе улшӑнччӑр тата программӑна малашне те хутшӑнмалли вӑйлӑ енӗсене сыхласа хӑварччӑр тесен палӑртнӑ пӗтӗм ӗҫе лайӑх пахалӑхпа тата вӑхӑтра пурнӑҫламалла.    Кун пирки пĕрре мар каланă Пуҫлăх сăмаха ҫавăрнă май.      

 



31 января 2023
16:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter