Мăнаçлă та аслă театр 105 çул тултарчĕ

105 çул каялла К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне пуçарса яракансем халăх патне илемлĕ спектакльсем кăларас тесе чунтан тăрăшнă. Вĕсен ĕçне малалла тăсакансем те театра аталантарас тĕллевпе пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеççĕ. Куракансем кунта вăй хуракансене ĕçлеме-пурăнма хăват парса тăраççĕ. Эпир те театр уявне çитсе куртăмăр.

ВАЛЕРИЙ ЯКОВЛЕВ: «Чăваш театрĕ тĕрлĕ хуласенче пулнă. Ăçта кайсассăн та хăй ятне яман. Яланах, тăван халăх чысне çĕклес тесе тăрăшнă. Куракана, этеме мĕнпе те пулин пулăшас тесе, чунне йăпатас тесе, чунне хавхалантарас тесе, çĕклес тесе чунне парса ĕçленĕ пирĕн пĕрремĕш Чăваш патшалăх академи драма театрĕ».

 «Драма искусстви тăван халăхăн йăли-йĕркин никĕсĕ çинче тата халăхăн чăн пурнăçĕн тĕкĕрĕ пек кăна аталанма пултарать. Вăл е ку халăхăн наци театрĕ пурри унăн шайĕ питĕ пысăккине палăртать» тенĕ паллă çынсем. Чăн та, 105 çул ĕнтĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ тăван халăх йăли-йĕркине, пуянлăхне, самана улшăнăвне сцена çинче туллин кăтартма тăрăшать.

– Театр чĕрĕ. Ман шутпа, чĕрĕ кăна мар, пирĕн чĕрере халь те пурăнать. Çак сĕнӳсене пурнăçа кĕртсе пынă май, питĕ театра усăллă, халăха кирлĕ япаласене куçарса яма режиссерсене, тĕрлĕ драматургсене конкурссем. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче вăй хуракансене куракан пурне те пĕлет, хисеплет, юратать. Театр никĕсленнĕренпе 105 çул çитнине халалласа артистсене тăрăшулăхшăн, хайсен ĕçне çӳллĕ шайра пурнăçланăшăн наградăсемпе чысларĕç.

ИВАН ИВАНОВ: "Театрта ĕçлекенсемшĕн çеç мар, куракансен уявĕ. Ку, чăннипех те, чăваш халăхĕн уявĕ. Вăл паянхи кун та пурăнать. Кĕрлет, малалла та пурăнĕ-ха. Чăваш театрĕнче ĕçлеме тӳр килнĕшĕн пурте савăнатпăр".

Çĕнĕ çынсем те туслă йыша хушăнса пыраççĕ. Ăсталăха туптама вĕсене çĕршывăн тĕп хулине вĕренме яраççĕ. Тĕрлĕ грантпа усă курса театр çулсерен куракан кăмăлне тыткăнлакан ĕçсем хатĕрлет.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «2023 çул Чăваш патшалăх драма театрĕшĕн уйрăмах палăрса тăракан çул шутланать. Эпир кăçал И.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине ирттеретпĕр. Эпир хамăр кӳршĕсемпе мероприятисем ирттерме палăртнă. Кăçал В.Кузьмина çуралнăранпа 100 çул. Чăваш культури аталанса пырать. Кăçал пьесăсем пулмалла. 3 миллион грант панă. Режиссер та вĕренет. Чăваш юрри янрасассăн, чăваш театрĕ малалла аталанса пырĕ». 



31 января 2023
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter