Чăваш Енре нарăс уйăхĕнчен пуҫласа Пĕрлехи информаци кунĕсене ҫĕнĕрен йĕркелесе яма тытăнĕҫ

Чăваш Енре нарăс уйăхĕнчен пуҫласа Пĕрлехи информаци кунĕсене  ҫĕнĕрен йĕркелесе яма тытăнĕҫ

Кăҫалтан ҫĕнĕрен пуҫласа Пĕрлехи информаци кунĕсене йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Тĕнчере усал кăшăл вирус чирĕ алхаснине кура, 2020 ҫулта пуш уйăхĕн 20-мĕшĕ хыҫҫăн пачах та ирттермен палăртнă мероприятине регионта.  Ӳлĕмрен кашни уйăхра виҫҫĕмĕш юнкун графикпа килĕшӳллĕн плана кĕртсе мероприятине ирттересси паллă.   

Ҫитес Пĕрлехи информаци кунне нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче йĕркелеме пăхса хăварнă.

Пĕрлехи информаци кунĕсен тĕп тĕллевĕ – халăха кăсăклантаракан ыйтусене пĕрле пухăнса сӳтсе явасси. Паллă, темăсем тĕрлĕрен пулĕҫ. Кашни муниципалитет округĕн хăйне евĕр тема пулать, вĕсене пĕтĕмпех ҫынсен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене тĕпе хурса йĕркелĕҫ.

«Паллă, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ пирки кăна ыйтусене пăхса тухмалла мар, ЦУР пĕтĕмлетĕвĕсене те шута илмелле. Тепре чухне халăх вĕсем патне те сахал мар хăйсене хумхантаракан ыйтусене илсе ҫитерет.  Калăпăр, пĕтĕмпех вĕсене шута илсе пĕр районта хăйĕн теми, тепĕр районта тата та урăхла тема пулсан аван», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Пĕрлехи информаци кунĕсем пирки халăха анлăрах пĕлтерме тăрăшмалла, вĕсене хутшăнас текенсен йышĕ ун пек чухне ытларах та ытларах пулĕ. Халăха мероприятине явăҫтарсан, вĕсем хăйсене йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем пирки те туххăмрах пуҫлăхсем патне илсе ҫитерейреҫҫĕ.

«Уҫăмлăх тени малти вырăна тухса тăмалла. Тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе те тивĕҫтермелле, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнмалла. Ырă ĕҫ тăвакансемпе пĕрле ачасемпе ҫамрăксен медиастудийĕсене явăҫтарни те паха», – тесе сăмаха ҫавăрнă республика Пуҫлăхĕ.

Кун пек ĕҫе йĕркелесе пыни – пĕрне-пĕри ăнланса, кирек-епле ыйтăва та туххăмрах уҫăмлатса пама  витĕм кӳрĕ.  Ҫынсене ăнланмалла чĕлхепе калаҫсан, вĕсен кăмăлне те уҫма тен аван пулĕ. Тепре чухне пулкалать, вĕсем пире ăнланмаҫҫĕ, эпир вĕсене тĕпрен ăнланса пĕтерейместпĕр.  Ҫавăпа та пĕрне-пĕри ăнланмалла чĕлхепе калаҫни питех те вырăнлă пулассине те ĕненетпĕр. Халăхăн ыйтăвĕсене яланах ҫивĕч тĕрĕслевре тытмалла, саккунпа килĕшӳллĕн вăхăтра уҫăмлатса пама тăрăшмалла.   

Сăмах май, Пĕрлехи информаци кунĕсем пирки тĕплĕн канашланă чухне, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ятарлă палăртнă ушкăнсен йышне ҫĕнĕрен пăхса тухса ҫĕнетмеллине те чĕнсе каланă,  2023 ҫул валли тулли график пулмаллине, кун йĕркипе килĕшӳллĕн кашни мероприятине тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пымаллине палăртнă.



01 февраля 2023
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter