Пĕрлешсе ĕçлемелле

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ муниципаллă округсемпе, хула, тытăм экономика пĕлтерĕшлĕ предприятисемпе пĕрле информаципе улшăнасси пирки килĕшӳ çирĕплетнĕ. Шăпах çав ыйтусене оперативлă штабра тишкерчĕç.

111 пĕрлешӳ кăçал хула, экономика пĕлтерĕшлисен шутне кĕнĕ. Пĕлтĕр 35 организаци çеç пулнă-ха çак йышра. Санкцисемпе кĕрешес тĕллевпе йĕркеленĕ оперативлă штаб ларăвĕнче федераци, республика шайĕнчи предприятисемпе малашне те тĕллевлĕ ĕçлесси пирки калаçрĕç. Ют çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе йышăннă чарусене пула Чăваш Енри предприятисем те самай йывăрлăх тӳснĕ. Çапах та вĕсем хăйсен ĕçне малалла тăснă. Патшалăх саккасне те вăхăтра пурнăçлама вăй-хал çитернĕ. Паллах, ку пысăк калăпăшлă ĕçсене Чăваш Ен правительстви, республикăри предприятисем пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунипе пурнăçлама пултарнă. Мĕн пур кăтартăва туллин пурнăçланă. 



НТРК
01 февраля 2023
19:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter