Пулăшу çитнĕ

Чăваш Енрен кайнă гуманитари пулăшăвĕ вырăна çитнĕ. УАЗ, ВАЗ – тĕрлĕ автомобиль тата ятарлă çар операцинче кирлĕ хатĕр салтаксен аллине куçрĕ. Запорожье облаçĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те ĕçлерĕ.

Йывăр тиевлĕ транспортран умлă хыçлă тулли приводлă автомобиль антараççĕ. Кĕрсе тухма май çук вырăна çитекен машинăсем Чăваш Енрен çитнĕ. Вăрнар, Вăрмар, Канаш, Патăрьел, Улатăр – ырă ĕç тăвакан тăрăхсем нумайлансах пыраççе. Вĕсем пĕри те пушă мар. Шалта туллиех çапăçу хирĕнче кирлĕ хатĕр. Чăваш Республикин, тĕрлĕ тăрăхăн ялавĕсем вĕлкĕшни те салтаксене пулăшу тăван енрен килнине палăртать. Бензинпа ĕçлекен пăчкă, алăпа ăсталанă кăмакасем, çĕрпӳрте ăшăтма май паракан хатĕр, канистрсем, çыхăну тумалли мотоблоксем, автомобилĕн саппас пайĕсем, тепловизорсем – тĕрлĕ енлĕ пулăшу çитнĕ тăван тăрăхран. Паллах, апат-çимĕçпе çи-пуç та салтаксене савăнтармалла. «Тăван килте пулнă пекех хамра туятпăр», – тесе салтаксем ентешсене тав сăмахĕ калаççĕ. – Тав сăмахĕ республика патшалăхне пире час-часах пулăшса пынишĕн, пире манманнишĕн. Вăхăт-вăхăтран пире мĕн кирлине пĕтĕмпех ярса пынишĕн. Эпир те сире манмастпăр, эсир те пире малашне те манса ан пырăр. Чăваш Ене каялла таврăниччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администарцийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов тĕп çар округĕн мотострелоксен полкĕн ертӳлĕхĕпе тĕл пулса республикăран кайна салтаксене тата менле пулашмалли пирки калаçса татăлчĕç. Полк командирĕнчен Чăваш Ене тав çырăвĕ те вĕçрĕ. 



НТРК
01 февраля 2023
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter