Республикăн система тăвакан предприятисем тăнăҫлăха ҫирĕплетеҫҫĕ

Республикăн система тăвакан предприятисем тăнăҫлăха ҫирĕплетеҫҫĕ

Система тăвакан предприятисем республикăра тăнăҫлă аталанса пынине ҫирĕплетеҫҫĕ.

Вĕсен йышĕ 2022 ҫулта 111 ҫитнĕ, кăтарту виҫĕ хут та ытларах нумайланни куҫ кĕретех.    

Кун пирки республикăра экономикăна лайăх аталанса пыма витĕм кӳрессипе ĕҫлекен штаб ларăвĕнче каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Вăл предприятисем экономикăна анчах мар, халăха пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтерессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, республикăна тăнăҫлă  аталанса пыма витĕм кӳреҫҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, регионта система тăвакан организацисем пурĕ 111 шутланаҫҫҫĕ.  Палăртма кăмăллă, кăтарту уйрăмах 2022 ҫулта виҫĕ хут та ытларах пулни хавхалантарать. Палăртнă йыша хушма 35 организацине кĕртнĕ.  Пĕтĕмпе предприятисенче 51 пин ытла ҫын вăй хурать. Харпăр хăй производствинче таварсен калăпăшне ӳстерессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ профессионалсем. Пĕтĕмпе 183 млрд тенкĕлĕх тавар калăпланă ҫӳлерех асăннă организацисем.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов предприятисемпе организацисем республика Правительствипе тата хула, муниципалитет округĕсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă ĕҫлесе пынине палăртнă. Чăваш Республикин Правительстви май пур таран хăй енчен кирлĕ пек сĕнӳсемпе тăтăшах пулăшнине асăннă.  

Палăртма кăмăллă, инвестици илĕртӳллĕхĕ  ӳсни те куҫ кĕретех. Социаллă пурнăҫпа экономика аталанни, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма пулăшни те хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăтартусене пĕтĕмпех патшалăхăн информаци ресурсĕсене тĕпе хурса тĕплĕн вырнаҫтарса пыраҫҫĕ.  «Мониторинг-тишкерӳ-прогноз» тени те малти вырăнта, унта  пĕтĕмпех кирлĕ пек мĕнпур хыпарсем пур.

«Правительство тишкерĕве шута илсе система тăвакан предприятисене валли кирлĕ пек тĕрлĕ условисем хатĕрлесе пама тăрăшать. Вĕсен планне тишкерет, аталану ҫулне витĕм кӳрекен майсем тупса пама тăрăшать. Чи малтанах кунта, вак тата вăтам предпринимательлĕх сфери пирки сăмах пырать.  Граждансен пурнăҫлне лайăхлатасси – вĕсене пурăнма хăтлă условисемпе тивĕҫтересси, пысăк шалу парасси те кун йĕркинчи ыйтусемех пулса тăраҫҫĕ», – тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  



01 февраля 2023
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter