Чăваш Ен ГТО енĕпе малта пыракан регионсен йышĕнче

Чăваш Ен ГТО енĕпе малта пыракан регионсен йышĕнче

 Пĕтĕм Раҫҫейри «ГТО» федераци центрĕ ҫĕршыври регионсем епле ГТО хутшăнни пирки ятарлă рейтинг хатĕрленĕ. 2022 ҫулти  IV-мĕш квартал кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн республика ыттисем хушшинче малтисен ретне кĕнĕ. Кун пирки ҫирĕппĕнех курма пулать пичетлесе кăларнă ятарлă кăтартура.

Палăртма кăмăллă, ҫĕршыври 85 регион хушшинче пирĕн Чăваш Ен хисеплĕ 8-мĕш вырăна тухнă.  


«Ҫулталăк хушшинче Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ирттерекен рейтингра эпир хамăр кăтартусене виҫĕ хут та ытларах лайăхлатма пултартăмăр.  Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсен хушшинче Чăваш Республики 1-мĕш вырăна тухнă», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

ГТО енĕпе рейтинга 9 критерине шута илсе йĕркеленĕ. Паллă, ачасем ку ăсталăха 6 ҫултан пуҫласа хутшăнма пултарайраҫҫĕ. Чăваш Республики мĕнпур кăтартусемпе 618 балл пухнă.       
 «Спорт – вăл сывлăх тата вăй!», тесе каланă Олег Николаев.  «Ҫавăнпа та ĕнтĕ Чăваш Ен Правительстви халăх ГТО явăҫтăр, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырса, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетсе пытăр тесе кулленех спорта ҫӳреме тĕрлĕ условисем туса парать», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

ВФСК ГТО электронлă базăра 2022 ҫулта 125 пин ҫын спорт комплексĕн нормисене пурнăҫлани пирки хыпарсене вырнаҫтарнă пулнă. Вĕсенчен 80 пин ҫын ыттисемшĕн тĕслĕх пулса, чи ҫӳллĕ кăтартусене парăнтарнă.  Пĕтĕмпе ГТО пĕрлехи порталĕнче 259 пин ҫын регистрациленнĕ, вăл мĕнпур халăхран 23,14 проценчĕ пулать.   



02 февраля 2023
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter