Кашни ачан çемье ăшшине туймалла

Чăваш Енре ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасен йышĕ икĕ пинрен иртет. Юлашки пилĕк çулта вĕсен шучĕ 19 процент чакнă. Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăш ăшшисĕр юлнисене пăхса тăракансен ĕç-хĕлне тишкерчĕç.

2022-мĕш çулта 302 ача тăлăха юлнă тесе палăртнă. Вĕсенчен 193-шĕ ашшĕ-амăш чĕрĕ-сывă çĕртех вĕсен хӳттисĕр. Пурнăç парнелекенсем хăйсен тивĕçне пурнăçламаççĕ, тĕрме-колоние лекнĕ, ачапа пĕрле пурăнма хирĕçленĕ – сăлтав тĕрлĕ. Унашкаллисем Шупашкарта, Улатăрта, Çĕмĕрлере чылай. Çак тăрăхсенче профилактика органĕсем лайăх ĕçленĕ пулсан кăтарту пĕчĕкрех те пулмаллине палăртрĕç ларура. Ачасем çемьерен тухса кайнине Чăваш Енре 81 хут шута илнĕ. Ку енпе Çĕнĕ Шупашкар хулинче, Етĕрне, Муркаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăш ăшшисĕр юлнисене пăхса тăракансем ĕçлесе çитерменни курăнать. Паянхи куна республикăра 1670 тăлахран 92 проценчĕ çĕнĕ çемьере пурăнать. Çывăх çыннисен хӳттисĕр тăрса юлнисем валли Чăваш Енре 5 учреждени ĕçлет. Вĕсенче – 128 ача. Вĕсем ытларах Çĕмĕрлепе Улатăр хулисенчен, Шупашкар, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, тăрăхĕсенчен.

Чăваш Республикин вĕрентӳ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссисенче пин ытла çемьене учета тăратнă. Пĕлтĕр çеç япăх пурăнакан, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан çемьесене ултă пин хутчен çитнĕ. Тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани паман ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттараççĕ. «Полици тата ачасем», «Ача тата çемье» акцисем республикăра час-час йĕркелеççĕ. Канашлăва пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасем çине пушшех те тимлĕрех пăхасси пирки каларĕ. «Кашни ачан çемье ăшшине туймалла», терĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисене хăй хӳттине илекен çемьесене хушма пулăшу парассине пăхса тухма палăртрĕ Олег Алексеевич. 



НТРК
02 февраля 2023
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter