Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Пăрачкав салинче пулнă, унта хута кайнă объекта савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă. Йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтăва - 5,5 пине яхăн ҫыннăн шыв ыйтăвне уҫăмлатнă. «Халăх ӳлĕмрен таса сывлăша сывласа таса шывпа усă курма пуҫлĕ. Ялта пурăнакансенчен 95 проценчĕ ытла централизациленĕ майпа таса шывпа усă курать. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсен шыв ыйтăвĕ туллин уҫăмланнă», - тесе каланă вăл хăйĕн ум сăмахĕнче.
«Атăла сыватас» регион программипе килĕшӳллĕн «Экологи» наци проектне тĕпе хурса Пăрачкав салинче ҫĕнĕ тасатмалли сооружени хута янă. Меня, Сăр, Атăла юхса кĕрекен шывшăн малашне никамăн та пăшăрханма кирлĕ мар, пĕтĕмпех кирлĕ пек шайра шыв тасалса вăл юхан шывсене пуҫтарăнать. Халăх сывлăхĕшĕн те аван, экологи ыйтăвне те туллин уҫăмлатса пама витĕм кӳрет.
Чăваш Ресубликин Пуҫлăхĕ ҫакнашкл сооруженисене республикăри мĕнпур округра хута ямалли пирки хыпарланă. Пăрачкав салинче хута кайнă объект тĕслĕх вырăнне пулса тăнине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Цифра технологийĕсене тĕпе хурса, ӳлĕмрен вăл объектсенчи ĕҫсене тĕрĕслевре тытма та аван пуласса палăртнă пухăннă ертӳҫĕсем. «Эпир пĕр сăмахпа каласан, ҫав тери пысăк тухăҫлăха ӳстеретпĕр. Тепĕр тесен, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайе лайăхлатса халăха валли хăтлă условисем туса пама витĕм кӳрсе пыратпăр. Тепĕр тесен бизнеса аталанса вăй илсе пыма та меллĕ, условисем пĕтĕмпех хăтлă», - тенĕ вăл. Кун пирки тепĕр хут курса ĕненнĕ мероприятине пухăннă хăнасем.
2023 ҫулта «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта Шупашкар тăрăхĕнче инженери сечĕсене хута яма плана кĕртнĕ. Кун пек объектсем Каҫал ен тăрăхĕнче, Етĕрне округĕнче Шупашкар хулинче пуласси те куҫ кĕретех. Ку территорисенче пухăнса тăракан усал шывсене тасатма хăтлă условисем йĕркелесе яма палăртнă.
«Федераци пĕлтерĕшлĕ ҫакнашкал пысăк проектсем пурнăҫа кĕрсе пыни питĕ кăмăллă. Пирĕншĕн пысăк тĕрев. Тăватă ҫул хушшинче эпир ҫав тери паха проектсене пурнăҫа кĕртнĕ, вĕсене валли пĕтĕмпе 713 млн тенкĕ тăкакланă», - тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Атăла сыватас» реигон проектне пуҫарса янăранпа пурĕ Чăваш Енре Шупашкар хулинче икĕ объект, пĕршер объекта Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче пурнăҫа кĕртнĕ.