Правительство ҫуртӗнче 2023 ҫулта граждансене авариллĕ ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерсси ыйтăва уҫăмлатнă

Правительство ҫуртӗнче 2023 ҫулта граждансене авариллĕ ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерсси ыйтăва уҫăмлатнă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсен пуҫлăхĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, 2017 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ ҫуртсене шута илнисене, программăпа килĕшӳллĕн палăртса хунă планран чылай маларах халăха хăтлă ҫуртсемпе тивĕҫтермеллине, ĕҫе вĕҫне-хĕрне кăлармаллине чĕнсе каланă.

«Авариллĕ ҫуртсенче пурăнакансене эпир ҫивĕҫ тĕрĕслеве илнĕ. Уйрăмах вĕсем пирĕн муниципалитетсенче пур», тесе палăртнă сăмаха пуҫланă май республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «2019-2021 ҫулсенче пĕтĕмпе пурăнма юрăхсăра тухнă 121 ҫуртран 319 гражданина куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтернĕ.  2022-2023 ҫулсене валли 34 аварийлĕ ҫурта тĕпрен аркатса, вĕсен вырăнне халăха ҫĕнĕ хваттерсемпе тивĕҫтерме плана кĕртнĕ.  Пĕтĕмпе 291 хваттер хатĕрлемелле. Хатĕрленӳ ĕҫĕсене пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернĕ, контрактсене те алă пусса ҫирĕплетнĕ, вăл ĕҫсене тума пурĕ ҫур миллиард тенкĕ тăкаклама пана кĕртнĕ.  Апла пулсан, укҫа-тенкĕ ыйтăвне уҫăмлатнă, объектсене туса пĕтерсе, хăвăртрах ҫынсене хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтермелле», тесе сăмаха малалла тăснă вăл.     

Хальхи программа 2024 ҫулччен ĕҫлет. Енчен те пĕтĕмпех палăртса хунă пек мĕнпур ĕҫсем пулса пырсан, 2023 ҫултах ыйтусене туллин татса парса, ҫынсене лайăх хваттерсмпе тивĕҫтерме май пур.  Енчен те ку программăпа ĕҫсене туса пĕтерсен, тепĕр программа вăя кĕрĕ. Ку тапхăрпа вара 2021 ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен аварийлĕ тесе йышăннă ҫуртсем кĕртĕҫ.  Пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 242 ҫурта йышăннă ку категорире тесе,  вĕсенче 4600 ҫын пурăнать.   

Уйрăмах, пĕчĕк хуласене пысăк тимлĕх уйăрĕҫ.  Ҫитес программăна Ҫĕмĕрле, Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсене кĕртнĕ.

«Ҫынсем чăтăмсăррăн хваттерсем кĕтеҫҫĕ. Пирĕнтен пĕтĕмпех килет. Енче те эпир хамăра шанса илнĕ ĕҫсене яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пырсан, халăх ырлăхĕшĕн, вĕсен пурнăҫне лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулассине те пĕлсех тăратпăр. Хăвăртлăха ӳстермелле, тухăҫлăх тени те малти вырăна тухмалла», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   «Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăрăпăр, вĕсене татса парассишĕн хăш-пĕр кирлĕ пек йышăнусене туххăмрах татса пама тăрăшăпăр. Плана пĕтĕмпех тĕплĕн сӳтсе явăпăр, ҫитменлĕхсем пулмĕҫ», тенĕ вăл.  «Графика пăхăнмалла,  ĕҫсене чарса лартма никамăн та ирĕк  ҫук», тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

2022-2023 ҫулсенче Чăваш ЕНри 9 муниципалитетра пурăнакансен ыйтăвĕсене татса пама йышăннă программăна тĕпе хурса. «2023 ҫулта 79 пурăнмалли ҫурт-йĕр хатĕрлемелле, вĕсем пиллĕк муниципалитетра пулмалла. Шăмăршăра – 41 ҫурт, Йĕпреҫре – 6, Вăрнарта – 4, Муркашра  – 2, Ҫĕмĕрлере – 26 ҫурт туса пĕтермелле. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2,6 пин тăваткал метр шутланать, ҫуртсене хăпартса лартма 142,2 млн тăкакланмалла», тесе хыпарланă Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов.  Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайне аталанма пулăшакан фонд тата аварийлĕ 10 ҫурта пăрахăҫласа, 183 ҫынна хваттерсемпе тивĕҫтерме пăхса хăварнă. Апла пулсан фонд пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене куҫарса ҫĕнĕ хватерсемпе тивĕҫтерессинече пысăк тĕрев пани те ку кĕретех.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ муниципалитет ертӳлĕхĕсене вырăнти халăха строительство ĕҫĕсем пирки хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăма, май пур таран ҫителĕклĕ условисемпе паллаштарса пымаллине чĕнсе каланă. «Енчен те халăх ĕҫленине курать пулсан, вĕсен ыйту та сахал сиксе тухĕ. Пĕр сăмахпа каласан, тĕрĕслеве вĕсене те явăҫтарни вырăнлă», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Шăмăршă тата Ҫĕмĕрле муниципаллă округĕсен пуҫлăхĕсене ҫитес эрне вĕҫлениччен производство ĕҫĕсен планне туса хатĕрлеме хушнă, кĕске тапхăртах контрактсене алă пуса ҫирĕплетес ĕҫе вĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.  

Пĕлме: Кӑҫал авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли программӑна срокчен вӗҫлеме тӗллев палӑртнӑ. Малтанласа 218 пурӑнмалли ҫуртран 528 ҫынна урӑх вырӑна пурӑнма куҫарма йышӑннӑ. Анчах та федераци пулӑшӑвне тата республика бюджечӗн укҫи-тенкине пула программӑна анлӑлатнӑ. Унта судсен йышӑнӑвӗсем тӑрӑх авариллӗ тесе йышӑннӑ тата 10 ҫурта кӗртнӗ, вӗсенче 182 ҫын пурӑнать. Пурнӑҫламалли сроксем улшӑнман – 2023 ҫул, ун хыҫҫӑн эпир 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне авариллӗ тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗртен урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли программӑна пурнӑҫлама тытӑнма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та Чӑваш Ен Строительство министерствин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле ӗҫе тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе пымалла тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăвĕнче.



03 февраля 2023
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter