«Чăваш Енĕн наци драматургĕсен конкурсĕ ытти регионсемшĕн тĕслĕхре», – тесе палăртнă Александринский театрĕн директорĕ Сергей Емельянов

«Чăваш Енĕн наци драматургĕсен конкурсĕ ытти регионсемшĕн тĕслĕхре», – тесе палăртнă Александринский театрĕн директорĕ Сергей Емельянов

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Санкт-Петербургри Александринский театрĕн директорĕпе Сергей Емельяновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Раҫҫейри чи аслă театрсенчен пĕри шутланать вăл,  2020 ҫулта пуҫласа ăна Раҫҫейри Наци драма театрĕн статусне панă.  

«Эпир курса тăратпăр, мĕнпур влаҫ органĕсен ĕҫ-хĕлĕнче культурăпа искусство аталанăвĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине. Ку вара питĕ лайăх. Наци театрĕсен формачĕ паянхи пурнăҫ таппишĕн  кулленех кăсăклă пулса тăрать.  Раҫҫейри мĕнпур субъектсенче наци театрĕсене халăх хапăл тусах йышăнать. Ку пирĕн пурсăмăрăн та пĕрлехи ĕҫ шутланать.  Наци театрĕсен аталанăвĕнче сирĕн культура вучахĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, малта пыраканни шутланать», –  тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Сергей Емельянов сăмаха малалла тăснă май, 2022 ҫултан пуҫласа Александринский тататр витĕмлĕхĕпе Раҫҫйри наци театрĕсен Ассоциацийĕн ĕҫне пуҫарса янине пĕлтернĕ, вăл ушкăна Чăваш Республикин икĕ театрĕ кĕнине асăннă ертӳҫĕ. Вĕсенчен пĕри – К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ, тепри – Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх ҫамрăксен театрĕ.   

Наци республикишĕн тăван культурăна аталантарса, ăна ламран-лама куҫарса пырасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Наци театрĕсене уйрăмах халăх пĕтĕм кăмăлпа ҫӳренине те асăннă вăл. Театр ĕҫ-хĕлĕн пĕрлешĕвĕнче тăрăшакансем ыйтнипе регионта актерсене вĕрентме ятарлă программа пăхса хăварнине  палăртнă Ертӳҫĕ. Апла пулсан, республикăра хальхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан театрсене аталантарса пырассипе курăмлă ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех.  Пĕлтĕр пуҫласа республикăра чăваш драматургĕсен конкурсне пуҫарса янă.  Вăл ăмăртăва виҫĕ ҫулта пĕрре йĕркелеме плана кĕртнĕ. Чăваш чĕлхине аталантарас, ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварас тесе сахал мар тăрăшаҫҫĕ республикăра.  «Конкурс ирттерни питĕ паха. Лайăх драма суйласа илсен, каярах ăна халăх патне илсе ҫитерме те меллĕ», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Грант тивĕҫекенсен йышне анлăлатнă.  Ытти регионсенчен паха специалистсене явăҫтарассипе те хастар трăшаҫҫĕ ведомство ĕҫченĕсем.      Культура ĕҫченĕсене ытти енлĕ пулшусемпе тивĕҫтерес тесе тата та тĕрлĕ майсем шыратпăр», – тенĕ вăл.    

Сергей Емельянов чăваш драматургĕсен конкурсене ырланă, ытти регионсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрассине асăннă.  

«Ку паллă, питĕ аван. Наци чĕлхипе спектакль лартнă чухне, кулленех тата та мĕн лайăхраххине халăх патне кăларма пулать-ши текен шухăш яланах ҫуралать.  Ют чĕлхепе кăларнă хайлавсене тăван чĕлхе ҫине куҫарса куракансем патне илсе ҫитерни ҫителĕксĕр. Паянхи пурнăҫ таппи урăхларах, чăн-чăн тăван чĕлхепе ҫырнă драмăсем хăйне евĕр кăсăклă. Унти сăнарсене сăнарласа халăх патне илсе ҫитерме те питĕ аван. Конкурс, шăпах та паха пьесăсене шыраса тупма витĕм кӳрет.  Эпĕ хапăл тусах, сирĕн паха ĕҫ пирки ытти регионсене пĕлтерме тăрăшатăп.  Чăваш Республикин Культура министерствипе пĕрле ытти культура пĕрлешĕвĕсем пĕр чăмăра пухăнса, ҫакнашкал конкурса ирттерни питĕ кăтартуллă», – тесе сăмаха ҫавăрнă Сергей Емельянов.  

Уҫă калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки калаҫса килĕшнĕ, Чăваш Республикин Культура министерствипе Раҫҫейри  Александринский театрĕ ĕҫлĕ килĕшĕве ҫирĕплетнĕ.

«Театрпа Культура министерстви пĕрлехи ĕҫсене йĕркелесе пырса, ҫĕнĕ проектсем калăплăпăр. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса, халăхшăн  чаплă проектсем пурнăҫласси пирки те калаҫса килĕшĕпăр. Уйрăмах, специалистсене хатĕрлесе кăларассинче пĕр-пĕриншĕн усăллă проектсем хатĕрлĕпĕр. Культура ĕҫченĕсемшĕн кăсăклă мероприятисем ирттерме витĕм кӳресси  тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова.  

 



06 февраля 2023
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter