«Хаксене пĕр шайра тытас тесен, тĕрлĕ енлĕ условисем йĕркелесе пыма тăрăшмалла», – тесе каланă Олег Николаев

«Хаксене пĕр шайра тытас тесен, тĕрлĕ енлĕ условисем йĕркелесе пыма тăрăшмалла», – тесе каланă Олег Николаев

Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăна Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă,  кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-ҫимĕҫ таварĕсен хакĕсене шайлаштарса пырасси, пурнăҫра кулленех кирлĕ таварсене сăлтавсăр ӳссе каяссинчен сыхă тăрасси.

Таварсенчен ытларах пайĕ, палăртса хунă кăтартуран ӳсменни сисĕнет, анчах та регионта сутăнакан кулленхи хăш-пĕр таварсен хакĕсем палăртса хунинчен чылай пысăк тесе асăннă хăйĕн сăмахне пуҫарнă май республика Пуҫлăхĕ.  «Енчен те эпир тĕрлĕ каналсемпе таварсене халăх патне илсе ҫитерме условисем хатĕрлесе паратпăр  пулсан, кун пек чухне таварсен хакĕсем сăлтавсăрах ӳссе каяссинчен те сыхă тăма те аванрах.  Раҫҫейри ытти регионсемпе танлаштарсан, самай пирĕн субъектра хаксем пĕчĕк, пур-пĕрех ҫӳлерех асăннă пек тăвас пулсан, тата та хаксене пĕчĕклетме май пулĕ», – тенĕ вăл.

Ыйтăва уҫăмлатма агромаркет витĕм кӳме пултарĕ. Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ. Ку тытăма Чăваш Енре 2023 ҫулта пуҫарса яма плана кĕртнĕ. Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Волкова палăртнă ыйтупа ĕҫе регионта хастар тытăннине пĕлтернĕ.

«Пирĕн тĕллев – палăртса хунă ĕҫе кулленех пурнăҫласа пырасси. Ҫакнашкал  мелсене йĕркелесе яни, хамăр таварсене, экологи енчен таса пахча-ҫимĕҫе халăх патне тӳрремĕнех илсе ҫитерме май парать. Енчен те ĕҫе тĕрĕс тата пĕлсе йĕркелесен, туристсене явăҫтармалли тепĕр хушма ен теме те пулĕ», –  палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Чăваш Республикин Экономика министерстви, Ял хуҫалăх министерстви, Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсем регионта ҫителĕклĕ имĕш. Хаксене те шайлашуллă тытса тăрассипе ĕҫсем аван пулса пынине палăртаҫҫĕ асăннă министерствăсем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ йĕркелесе ертсе пыракан планеркăра Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Волкова сăмаха малалла тăснă май, регионта сăмахран яшка пĕҫермелли набор хакĕ вăтамран 141 тенкĕ тăрать тенĕ. Кăтарту питĕ лайăх, 2022 ҫулхипе танлаштарсан 35 процент чухлĕ пĕчĕкрех.  Рынокри хак та пысăках мар, вăтамран 120,5 тенкĕпе танлашать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов апат-ҫимĕҫ таварĕсен хакĕсем Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсем хушшинче чи пĕчĕкки тесе пĕлтернĕ. Раҫҫейри ытти регионсемпе танлаштарсан та кăтарту пирĕн республикăн аван тесе хакланă ертӳҫĕ.    Чылай таварсен хакĕсем кăштах чакнине те палăртнă министр.

Калăпăр, кăрлач уйăхĕнче сĕт хакĕ, кĕрпе, ҫу, сахăр, сыр, аш-какай хакĕсем пĕчĕкрех пулнă ытти чухнехинчен.    Чăхсен ҫăмартисен хакĕсем те курăмлăнах йӳнелнĕ. Ҫăнăх хакĕ ытти регионсемпе танлаштарсан чи пĕчĕкки. Апла пулсан, халăхăн пăшăрханма кирлĕ мар,  таварсен хакĕсем тивĕҫлĕ шайра регионта.

Сухан, хăяр, помидор, кишĕр, кăшман хакĕсем кăштах пысăкрах. Кун пирки ҫирĕппĕнех каланă паянхи ларăва пухăннисем.

Канашлура паян эмелсем хакĕсем пирки те чарăнса тăнă. Регионта ку тĕлĕшпе хаксене питех витĕм кӳме йывăртарах имĕш, мĕншĕн тесен, эмелсене ытти тăрăхран пирĕн республикăна илсе килеҫҫĕ.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Гладнев халăха куллен кирлĕ эмелсен хакĕсем пĕр шайра тăнине асăннă, вĕсене ҫирĕплетнĕ йĕркепе, хаксене ӳстермесĕр чирлисем патне илсе ҫитерме тăрăшнине каланă.  Хаксем сăлтавсăр хăпарса ан кайччĕр тесе, кулленех регионта мониторинг туса пынине те каланă ведомство ĕҫченĕсем. Раҫҫей УФАС Чăваш Енри Управленийĕ ыйтусене ҫирĕп асăрхава илнине палăртаҫҫĕ, апла пулсан, йĕркесĕрлĕх регионта ҫук, пур ҫĕрте те саккунпа килĕшӳллĕн, яваплăха туйса мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыни куҫ кĕретех.  



06 февраля 2023
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter