Пирĕн инкеке лекнисене туххăмрах кирлĕ пек пулăшупа тивĕҫтермелле, кашни ҫын валли хăтлă условисем туса пама тăрăшмалла

Пирĕн инкеке лекнисене туххăмрах кирлĕ пек пулăшупа тивĕҫтермелле, кашни ҫын валли хăтлă условисем туса пама тăрăшмалла

Хĕллехи тапхăрта халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирки ыйту тавра канашланă кашни эрнере Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан планеркăра.  

«Кирек-епле статистика та пăшăрхантарать. Ҫынсем вăхăтсăр хăйсен пурнăҫне татни уйрăмах тимлĕрех пума хистет.  Пирĕн пурнăҫ тапхăрне туллин пăхса тухса тарăн тишкерӳ тумалла, профилактика ĕҫĕсене те вăхăтра халăхпа ирттермелле. Ҫынсен пурлăхпа техника хатĕрне упраса хăварассишĕн пурсăмăрăн та ырми-канми тăрăшмалла.  Хамăрăн ĕҫе паянхи пурнăҫ ыйтакан сĕнӳсене тĕпе хурса йĕркелесе пыма пĕлни те паха», – тесе каланă Олег Николаев.  «Пирĕн инкеке лекнисене яланах пулăшу пама тăрăшмалла, май пур таран вĕсене хăтлă условисемпе тивĕҫтермелле, пăтăрмаха лекнĕ кашни ҫын  патне тимлĕх уйăрмалла», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.    

Чăваш Республикин ГКЧС председателĕ Сергей Павлов хăйĕн сăмахне пуҫарнă май, хĕллехи тапхăрта пăр ҫинче уйрăмах асăрхануллă пулмаллине чĕнсе каланă. Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче икĕ инкек пулнă тĕслĕхе шута илнине асăннă ведомство ертӳҫи.  Икĕ ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май, специалистсен тимлĕхне пула, 33 ҫынна ҫăлса хăварма май килнине хыпарланă.

«Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнман граждансене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарни те тен, тепре чухне инкексем пулассинчен пăрать.  Ҫирĕп йĕркене пăхăнмасан, пурнăҫ та вăхăтсăр татăлма пултарать, кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла.  Халăхăн яваплăха туймалла, йĕрке тени пур ҫĕрте те хуҫаланмалла», – тесе каланă чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Енри ГКЧС пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ ҫул раштав уйăхĕнчен пуҫласа Чăваш Енри гидрометцентртан пĕтĕмпе 33 асăрхаттару пулнă, ҫанталăк лăпкă тăман чухне, асар-писер ҫанталăксем пирки тăтăшах кирлĕ пек хыпарсем халăха пĕлтерсе тăнă, чрезвычайлă лару-тăрусенчен асăрханмалли пирки те пĕлтернĕ. Пур-пĕрех инкек пулнă тĕслĕхсем те ҫук мар, икĕ ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă, 32-шĕ йывăрлăхсем тӳснĕ.  

Республикăри сывлăх сыхлавĕн центрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, хĕллехи икĕ уйăх хушшинче пĕтĕмпе 116 ҫын хăйсен сывлăхне хавшатнă.  Пурĕ 76 ҫын сивĕ ҫанталăка пула кĕлетке-ҫурăма шăнтнă, вĕсенчен виҫĕ ача шартлама сивĕре шăнса хытнă, 40 ҫын хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татнă.

Организм сивĕ шартлама хĕл кунĕсене чăтайман, е тата ытти сăлтавсене пула шар курнă.  Паллă, тепĕр пысăк сăлтавсенчен пĕри – халăх ӳсĕрле тимлĕхе ҫухатни. Кун пек чухне ытларах та ытларах пăтăрмахсем сиксе тухни куҫ кĕретех. Эрех-сăра ĕҫсе инкек сиксе тухнă тĕслĕхсем те ҫук мар, 20 ҫын пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.  

Канашлура ертӳҫĕсем пушарсем пулнă тĕслĕхсем пирки те чарăнса тăнă.  Пĕлтĕр раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа  кăҫал кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕччен республикăра пĕтĕмпе 248 пушар пулнă, вĕсенче 25 ҫын вилнĕ.  Сергей Павлов хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тытăмĕнче те йĕрке пăснă тĕслĕхсем час-часах пулкаланине палăртнă, авариллĕ ситуацисем тепре чухне кĕтмен ҫĕртен сиксе тухнине каланă. Хĕллехи тапхăрта шыв, электроэнерги пайĕнче те сахал мар пăтăрмахсем пулкаланă. Пĕр сăмахпа каласан, хĕллехи сивĕ ҫанталăксем мĕнпур тытăма сиен кӳме пултарайнă. Газпа уйрăмах тимлĕ пулмалла. Кăмакасен тăрписене вăхăтра тасатмалла, енчен те йĕркесене пăхăнмасан, кунта та инкексем пуласси часах пулĕ. Пĕр сăмахпа каласан, тимлĕх тени малти вырăна тухмалла, пурин те асăрхануллă пулма тăрăшмалла, пĕрне-пĕри асăрхавра илни те тепре чухне инкексем пулассинчен пăрать. Ҫулсем ҫинче те тимлĕ пулмалла, пĕрне-пĕри ăнлансан, асăрануллă пулсан, тен инкексем те пулмĕҫ.



07 февраля 2023
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter