2023 ҫулта Чӑваш Енре урăлтаркăч ҫуртне хута ярĕҫ

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев каланă, ҫурта вырнаҫтарса лартмалли лаптăка хальлĕхе шыраса тупайманнине асăрхаттарнă вăл.  «Ятарлă ведомство ĕҫченĕсем  пуҫарăва хальлĕхе уҫăмлатман-ха. Пĕр-пĕрин ҫине таянса, ыйтăва пĕр ведомствăран тепĕр ведомствăна илсе ҫитерни кăна сисĕнкелет.  Ӳсĕрсене урăлтарма ятарлă  вырнаҫтармалли вырăна тупса палăртас ĕҫе нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне палăртмалла.  Пуш уйăхĕн пуҫламăшĕ валли ятарлă план хатĕрлемелле, ăна пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн хастар ĕҫе кӳлĕнмелле», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Асăннă ыйтăва ведомствăсен хушшинчи ĕҫлĕ ларура пĕрре мар сӳтсе явнă.

2022 ҫулта Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакансемпе палăртнă ыйту пирки пĕр хутчен ҫеҫ  мар пăхса тухнă,  Шупашкар хулинче асăннă объекта пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ, кун пирки ытти ведомствăра тăрăшакансемпе ыйтăва анлăн тишкернĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ, Чăваш Республикин Правительстви халăха май пур таран пулăшу пама тăрăшать. Палăртнă объекта хута яни питĕ пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах хĕллехи тапхăрта ку ыйту ҫивĕчленни сисĕнет. Хĕлле тепре чухне, ӳсĕрле ҫынсем шăнса вилме те пултарĕҫ. Кун пек пăтăрмахсем сиксе ан тухччăр тесен, ку ҫурта вăхăтлăха вĕсене вырнаҫтарма та  меллĕ пулĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, ытти регионсем пирки чарăнса тăнă, ҫакнашкал ĕҫе пуҫарса янин тухăҫлăхĕ пуррине асăннă.

«Пулкалаҫҫĕ ҫавăн пек тĕслĕхсем, ӳсĕрле халăх пурнăҫран уйрăлса кайнисем. Енчен те вĕсене тупсан, туххăмрах вăл ҫуртсене вырнаҫтарсан, кирлĕ пек медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерсен, тен пăтăрмахсене те сирсе яма меллĕрех пулĕ», - тенĕ вăл.

Хĕллехи тапхăрпа, Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене вăтамран ӳсĕрле хăйсен сывлăхне хавшатнă 3,5 пинрен пуҫласа 5,5 пин ҫын лекнине палăртаҫҫĕ ятарлă ведомствăра тăрăшакансем. «Паллă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем урăлсан, тӳрех киле те кайма пултараҫҫĕ. Обществăлла вырăнсенче ӳсĕрле ҫӳреме пачах та юрамасть, кун пирки те асрах тытмалла.  Енчен те йĕрке пăсакнасене тупса палăртсан, вĕсене саккунпа килĕшӳллĕн явап та тыттарайраҫҫĕ», - тенĕ вăл.         



08 февраля 2023
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter