Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев   Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе  саламлани

Хисеплӗ наука ӗҫченӗсем, ӑсчахсем, преподавательсем, аспирантсемпе студентсем!

Сире Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Наука прогресӗ кирек хӑш регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫинех тӳрремӗн витӗм кӳрет.

Чӑваш Республикин наукӑпа тӗпчев, техника тата кадр вӑй-хӑвачӗ пысӑк пулнине шантарсах калама пултаратӑп. Наука вунӑ ҫуллӑхӗ вара, пирӗн ӑслӑлӑх коллективӗсен ҫитӗнӗвӗсен тӗслӗхӗпе, туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ ӗҫсемпе тата хальхи технологисемпе усӑ курса ҫав вӑй-хӑвата туллин уҫма май парать.

Наукӑна приоритетлӑ ҫул-йӗр шутне кӗртсе патшалӑх чи малтан ҫамрӑксене шанать. Чӑваш Енре ҫамрӑксем наука карьерипе ытларах та ытларах кӑсӑкланни савӑнтарать. Кунта паллӑ ӑсчахсене те, аслӑ шкулсенчи пысӑк шанӑҫ паракан аспирантсене те палӑртмалла. Эсир шухӑшласа кӑларнӑ меслетсемпе туса хатӗрленӗ сайра йышши ӗҫсем, пысӑк шайри интеллект республика пурнӑҫне ырӑ витӗм кӳреҫҫӗ, ӑна малалла аталанма пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхе гуманитари ӑслӑлӑхӗ, электротехника, машиностроени, аграри производстви енӗпе туса ирттернӗ наука тӗпчевӗсене тата тинӗспе ҫӗр ҫинчи техникӑн энерги объекчӗсем валли автоматла сӳнтеркӗчсем, купӑста пухса кӗртмелли пӗчӗк калӑпӑшлӑ комбайн, ветеринари лабораторийӗнче микроскоп тӗпчевӗсене автоматизацилемелли программӑпа аппарат комплексне туса хатӗрленине тата ыттине те илсе кӑтартма пулать.

Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче наукӑпа промышленноҫа пӗрлештерес енӗпе сахал мар тунӑ, ку ӗҫе, паллах, малалла тӑсӑпӑр.

Эпир хамӑрӑн наука коллективӗсен ҫитӗнӗвӗпе мухтанатпӑр!

Республикӑра ӑсчахсен ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсене пулӑшу памалли программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Пӗрле вӑй хурса ӗҫлени туса хатӗрленӗ кӑсӑк ӗҫсем социаллӑ проектсемпе бизнес-проектсенче ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗме тытӑнасса, Чӑваш Республикинче наукӑпа экономикӑна малалла аталантарма пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп ҫӗннине уҫма тата ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                 Олег Николаев



08 февраля 2023
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter