Килĕшӳ çирĕплетрĕç
Театрпа ӳнер тытăмне çĕнĕ сĕм кĕртекен проектсем, ăсталăх лаççисем тата гастрольсем. Питĕрти Александрински театрĕ Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствипе тачă çыхăнса ĕçлĕ. Кун çинчен калакан килĕшĕве Правительство çуртĕнче алă пусса çирĕплетрĕç.
Александрински театрĕ – Раççейри чи аслă наци театрĕсенчен пĕри. Шăпах унта вăй хуракансен пуçарăвĕпе 2022-мĕш çулта çĕршыври наци театрĕсен ассоциациĕ йĕркеленнĕ. Çак пĕрлешĕве Чăваш Енри 2 театр та кĕрет. Тĕлпулура Питĕртен килнĕ хăнана культура тытăмĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Республика ертӳçи Олег Николаев пултарулăх ушкăнĕсене гарнтсемпе хавхалантарассипе лайăх ĕçленине палăртрĕ. Пĕлтĕр регионта чăвашла пьесăсем çыракансен конкурсне ирттерни вара Александрински театрĕн ертӳçине Сергей Емельянова уйрăмах савăнтарчĕ. Çак пуçару ытти республикăшăн тĕслĕх пулнине каларĕ вăл. Культурăпа ӳнер тытăмĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Халăх юлашки вăхăтра наци театрĕсем патне ытларах туртăнни куçкĕрет. Ку енпе малашне тĕллевлĕрех вăй хурас тесе Александрински театрĕпе Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви килĕшӳ çирĕплетрĕç.
СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Александрийский театр вăл пирĕн Раççей шайĕнче чи пысăк театр шутлансан тăрать. Çак театрта нумай ĕçленĕ вăхăтра терлĕ опыт, паллах та, пухăннă. Вăл опыт пире питĕ интереслентерет. Эпир хамăрăн спектакльсене шанса тăратпăр Санкт-Петербурга тухса кăтартма пултаратпăр тесе. Унсăр пуçне, паллах та, Александринский театр спектаклĕсене хамăр патне кĕтме хатĕр».