Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсене тимлĕх
Тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ларура 4 ыйту пăхса тухрĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне шайлаштарса пырасси, сăлтавсăр вĕсене ӳссе каяссинчен сыхă тăрасси.
Инфляци шайĕ чылай япалана витĕм кӳрет. Апат-çимĕçе турттарнă чухне чăрмавсем сиксе тухаççĕ, санкцисене пула логистикăна улăштараççĕ. Ку чухне лавккасенче хаксем ӳсеççĕ те. Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсен хакĕ ытти регионпа танлаштарсан пысăк мар е вăтам шайра юлать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен пастеризациленĕ сĕт, тĕтĕмленĕ тата пĕçернĕ кăлпасси, хуратул, рис, тип çу, панулми, сахăр, тăпăрчă, услам çу, хăйма, сыр, пăру, сысна, чăх какайĕ, шăнтнă пулă хакĕ чакнă. Чăх çăмарти 7 процент ытла йӳнелнĕ. Макарон, вир кĕрпи кăшт хакланă. 1 процента яхăн. Ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр 6 процент ӳснĕ. Пахча-çимĕç хакĕсем ӳснине палăртмалла. Сухан, хăяр, помидор, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, улма, купăста туяннă чух ытларах укçа кăларса хума тивет. Пахча-çимĕç хакĕ ӳснине вăхăт тапхăрĕ витĕм кӳнĕ. Регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне сăлтавсăрах ӳстерсе пыракан организацисемпе предприятисен ĕçне çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ. Тĕрĕслевпе асăрхав службин ĕҫченĕсем йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, саккунпа килĕшӳллĕн ҫирĕп явап тыттараççĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх министерстви хамăр тăрăхра апат-çимĕç калăплакансем валли уйрăм лапамсем тата та ытларах хатĕрлесе парассипе ĕçлеме тĕллев лартнă. Кунта продукцие чылах йӳнĕрех хакпа туянма май пур.