«Чӑваш Ен науки Раҫҫейри е тата тĕнчери трендсенчен пĕрре те кая юлмасть» – тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Чӑваш Ен науки Раҫҫейри е тата тĕнчери трендсенчен  пĕрре те кая юлмасть» –  тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Раҫҫей наукин кунне халалласа ирттернĕ мероприятинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев наука пĕрлешĕвĕнче вăй хуракансене профеcси уявĕпе саламланă.

Наука прогресӗ кирек хӑш регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫинех тӳрремӗн витӗм кӳрет.

«Малалла талпăнакан прогресcăн тĕп вăй-хăвачĕ яланах наука пулнă та пулать те. Наци пуянлăхĕ вăл. Экономикăна хăватлăн аталанма витĕм кӳрекен тытăм. Медицинăра, вĕренӳре, социаллă сферăра наука пĕлтерĕшлĕ тĕп вырăн йышăнать. Обществăпа ҫĕршывшăн та тĕп пуянлăх вăл яланах пулнă», тесе каланă Олег Николаев мероприятине пухăннисене саламланă май.

Ҫĕнĕ пуҫарусене пурнăҫа кĕртме регионти промышленноҫ предприятийĕсемпе наука организацийĕсем, аслă шкулсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени чылай витĕм кӳрет. Тепĕр тесен, регионта пурăнакансене валли хушма пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ. Республика хыснине те сахал мар укӳа-тенкĕ пухăнать. Перспективлă отрасльте те ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ.  Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче наукӑпа промышленноҫа пӗрлештерес енӗпе сахал мар тунӑ.

Маларах Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫамрăк ăсчахсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ. Аслă шкулсенче ăс пухакан яш-кĕрĕмĕн пуҫаруллă проекчĕсем пирки сахал мар сӳтсе явнă, вĕсене пурнăҫа кĕртме яланах республика Правительстви пулăшу пама хатĕррине те асăннă. Волонтерсене аталантарса пыма чылай условисем йĕркеленĕ республикăра. Наукăпа технологийĕн вунă ҫуллăхне тĕпе хурса ҫамрăк ăру тăтăшах тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать. Вĕсем хăйсен проекчĕсем пирки ыттисене хыпарлаҫҫĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртме пĕр-пĕринпе канашлаҫҫĕ.

Республикӑра ӑсчахсен ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсене пулӑшу памалли программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

«Волонтерсен наукин корпусĕнче пĕтĕмпе 97 шкулта вĕренекенсем пĕр чăмăра пухăнса паха проектсене хатĕрлеҫҫĕ, пĕр-пĕрин опычĕсемпе паллашаҫҫĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухакансем аслă классенче вĕренекенсемпе пĕле тăтăшах уҫă тĕлпулусем йĕркелеҫҫĕ. Вăл мероприятине «Эткер» ачасемпе ҫамрăксен пултаруллăх центрĕнчен те йышлăн пухăнни куҫ кĕретех», тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăрать республикăн наука пайĕнче тăрăшакансен ĕҫĕсем. «Эсир хăвăрăн паха проектусемпе Раҫҫей шайĕнче кăна мар, тĕнче шайне тухса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрайратăр. Сире пула ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пĕлӳсем вăй илсе пыраҫҫĕ. Наци экономикине аталантарма ҫĕнĕ йышши ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ. Паха таварсемкалăпланаҫҫĕ, вĕсене ыттисем пысăка хурса хаклани те куҫ кĕретех», тенĕ вăл. 

Республикăри 32 организаци наукăпа тĕпчев ĕҫне кӳлĕннĕ. Аслă шкулсен ҫумĕнче наукăна тĕпе хурса 40 шкул ĕҫлет. Ҫĕнĕлле вăй илсе пыма витĕм кӳрекен центрсем – инновациллĕ ĕҫлекенсем – 5. Наукăпа тĕпчев ĕҫне тĕпе хурса ăсталăха аталантарса пыма витĕм кӳрекеннисем – 30.   

Наукăпа   кăсăкланакансем, аслă шкулсенче ăс пухакансем час-часах Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн гранчĕсене тивĕҫессишĕн, конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаҫҫĕ.  Чăваш Ен ăсчахĕсем наукăпа инноваци проекчĕсем 31 пурнăҫа кĕртеҫҫĕ, вĕсене валли 125 млн тенкĕлĕх гранта тивĕҫнĕ.  

Тавра-курăмлăха ӳстерме май паракан центрсенче йăла-йĕрке, ăс-хакăл тĕнчине историпе пуянлатма вĕренеҫҫĕ.  Наукăра та пысăк утăмсем туса пыма вĕренсе пыни куҫ кĕретех. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. 

Пӗрле вӑй хурса ӗҫлени туса хатӗрленӗ кӑсӑк ӗҫсем социаллӑ проектсемпе бизнес-проектсенче ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗме тытӑнасса, Чӑваш Республикинче наукӑпа экономикӑна малалла аталантарма пулӑшасса шанса каланă  ертӳҫĕсем.

Мероприятинче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев чи хастар ĕҫлекен ăсчахсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Ăмăртусенче мала тухнисене хисеп хучĕсемпе чысланă. 



09 февраля 2023
12:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter