Олег Николаев Трак вӑтам шкулӗнче ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерессине йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе канашлу ирттерчӗ

Олег Николаев Трак вӑтам шкулӗнче ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерессине йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе канашлу ирттерчӗ

💢Олег Николаев Трак вӑтам шкулӗнче ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерессине йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе канашлу ирттерчӗ.

✅Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Красноармейски округӗнчи шкулсене райпо тытӑмӗнчи предприятисем апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ку ӗҫ-хӗл сӑнав шайӗнче пурнӑҫланать. Олег Николаев шкул столовӑйӗнче пулса курчӗ, пилӗк кунлӑх менюпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ апатпа паллашрӗ. "Шӑрши техӗмлӗ, илемлӗ курӑнать. Тутлӑ пулмалла", – терӗ вӑл.

✅Канашлӑва ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, вӗрентӳ министрӗн заместителӗ Алексей Лукшин, шкулсене продукципе тивӗҫтерекен ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Надежда Луговская, ыттисем хутшӑнчӗҫ. Шкулта ачасен ревизорро ушкӑнӗ ӗҫлет. Вӗсем столовӑйӗнчи лару-тӑрӑва пӑхса, сӑнаса тӑраҫҫӗ.

✅Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗслев ушкӑнӗ пур. Вӗсем уйӑхра пӗрре апат пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Олег Николаева амӑшӗсем ачасем шкулти апата юратса ҫинине пӗлтерчӗҫ.



09 февраля 2023
18:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter