«Республикӑри мĕнпур шкул ачисемшĕн пахалӑхлӑ вĕри апатпа тивĕҫтерессине йĕркелемелле», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Республикӑри  мĕнпур шкул ачисемшĕн пахалӑхлӑ вĕри апатпа тивĕҫтерессине йĕркелемелле», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Трак вӑтам шкулӗнче ачасене вĕри апатпа тивĕҫтерессине йĕркелессипе ҫыхăннă ыйтăва  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă.  Ачасене чаплă апатпа тивĕҫтересси пĕлтерĕшлĕ. Тата тепĕр тесен, апат-ҫимĕҫĕн пахалăх шайĕ те пысăк пулмалла. Кун пирки ыйтăва кулленех тĕрĕслевре тытмаллине чĕнсе каланă канашлăва пухăннисем. Хамăр тăрăхра вырнаҫнă предприятисемпе организацисенчен тавара туянни  аван. Ирхи апатпа кăнтăр апатне техĕмлĕ хатĕрлесен, ачасен сывлăхĕшĕн те усăллă пулĕ. Чăвашпотребсоюз предприятийĕсене явăҫтармалла, вĕсен таварсем ҫителĕклĕ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Красноармейски округӗнчи шкулсене райпо тытӑмӗнчи предприятисем апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ку ӗҫ сӑнав шайӗнче пурнӑҫланать. Олег Николаев шкул столовӑйӗнче пулса курнă, менюпа хатӗрленӗ апатпа паллашнă.

«Пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра, вĕри апатпа республикăри мĕнпур шкулсенче ачасене тивĕҫтертмелле. Ачасен аталанăвĕ, вĕсене епле апатлантарнинчен те тепре чухне нумай килет», – тесе каланă хăйĕн сăмахне пуҫарнă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. "Шӑрши техӗмлӗ, чаплă курӑнать, тутлӑ пулмалла", – тенӗ вӑл.

"Тепĕр ыйту та кун йĕркинчех – таварсен хакĕсем пысăк пулмалла мар, тухăҫлăх тени малти вырăнта тухмалла, бюджет укҫи-тенкипе пĕлсе тĕрĕс усă курмалла», – палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Енчен те таварсем пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра пулмасан, вĕсене ачасем кăмăл туманни те куҫ кĕретех. Ачасем вĕри апата ҫимеҫҫĕ пулсан, вĕсем хирĕҫленине пĕлтерет. Апла пулсан, пахалăхлă таварсене туянма тăрăшмалла», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

«Тепĕр ыйту – мĕнпур таварсене централизациленĕ майпа туянасси. Кун пек чухне йĕрке хуҫаланни те куҫ кĕретех пулĕ», – тесе каланă Пуҫлăх. Столовӑйӗнчи лару-тӑрӑва ятарлă палăртнă ушкăн кулленех пӑхса, сӑнаса тӑрать.

Чăвашпотребсоюз Элĕк тата Карсноармейски районĕсенчи шкулсене валли централизациленĕ майпа таварсемпе тивĕҫтерет. Ку пилот проект тесен те йăнăшах мар пулĕ. Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланнăранпах асăннă округсенче ĕҫсене ҫакăн евĕр йĕркелесе пыраҫҫĕ. «Япăх мар кăтарту, пахалăх тени малти вырăна тухнă. Таварсем лайăх, ачасем те хапăл тусах вĕри апата ҫиеҫҫĕ.  Чи кирли – ачасем пурте тенĕ пекех вăхăтра апатланаҫҫĕ», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Кăна вăл ĕҫлĕ визитпа округра пулнă чухне хăй курса ĕненнĕ.  Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинче ятарлă ыйтăм йĕркеленĕ. Кăтарту лайăх – мĕнпур ыйтăмран 78 проценчĕ апат-ҫимĕҫе пысăка хурса хаклани куҫ кĕретех. Апла пулсан, ку асăннă проект паха пулса тухнă, ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.     

Регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев проекта ытти округсенче те пурнăҫа кĕртме чĕнсе каланă,  шкулсенче ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн пуҫламăшĕнчен кун пек ĕҫе пуҫарса яма сĕннĕ.  

Шкулсенче ачасене валли апат хатĕрлеме хамăр тăрăхра ҫитĕнекен пахча ҫимĕҫ таварĕсемпе, предприятисемпе организацисенче тирпейленсе тухакан ытти хатĕрсемпе усă курни лайăх. Вĕсен каламасăрах паллă, таварĕсем  пахалăх енчен пысăк шайра.  Сĕт-ҫу, аш-какай, ҫăкăр, пахча-ҫимĕҫ хамăрăн регионта ҫителĕклĕ.   Палăртма кăмăллă, Красноармейски райповĕ ҫăкăрпа, Вăрнарти СОМ завод сĕт-ҫу таврашĕпе, Шупашкарти элеватор вара ҫителĕклĕ таран ҫăнăхпа тивĕҫтерейрет. Шумилов В.Н.  фермер хуҫалăхĕ ҫĕр улми, кишĕр таврашне парать, Семенов И.В. хресчен-фермер хуҫалăхĕ купăста, Муркашсем вара ҫăмарта парса пулăшаҫҫĕ.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ улма-ҫырларан та кирлĕ пек таварсене хатĕрлеме сĕннĕ, ачасем ытларах чухне сок кăмăллаҫҫĕ. Пылак шĕвексене хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  Пулă пирки те манма юрамасть, рациона ăна та кĕртме тăрăшмалла тенĕ ертӳҫĕсем.  Пур ҫавăн пек ачасем, хăшĕсене пачах та ыттисем пек апатсем юрамаҫҫĕ. Вĕсене те шута илмелле, кирлĕ пек апатсем хатĕрлемелле вăл категорисенчи ачасене валли.  

Паянхи пурнăҫ таппинче харпăр хăй ҫине ĕҫлекен ҫынсен витĕмлхĕ  пĕлтерĕшлĕ,  вĕсем те сахал мар пулăшу парайраҫҫĕ. «Кун пек ĕҫе йĕркелесе пыни пире пĕр енчен ачасене пахалăх енчен пысăк шайра тăракан вĕри апат-ҫимĕҫпе тивĕҫтерме май парать, тепĕр енчен – ял тăрăхĕсенче вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанса пырайрать. Вĕсем вăй илсен, ялăн сăн-сăпачĕ тата та илемленсе пырасси те куҫ кĕретех. Социаллă сфера ҫирĕпленет, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланать», – тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен ятарлă контрактсене хатĕрлесе тăратма хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Ачасене шкулта вĕри апатпа тивĕҫтересси кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăмаллине те палăртнă вăл сăмаха ҫавăрнă май.

 



10 февраля 2023
17:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter