Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ алкоголе ваккӑн сутассине тӗрӗслесе тӑрас ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарса яма кирлине каланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ алкоголе ваккӑн сутассине тӗрӗслесе тӑрас ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарса яма кирлине каланӑ

«Федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем патне ыйтупа тухма ĕҫ хутне хатĕрлемелле Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин», – тесе хушнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Кашни эрнере республикăн Правительство ҫуртĕнче пулакан планеркăра халăх вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайни пирки ыйтăва пăхса тухнă, сăлтавĕсене уҫăмлатнă.  

Ҫулсерен 160-290 ҫын усал эрехе ĕҫсе наркăмăшланать, вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса каять.  Ҫамрăксем те тепре чухне эрех-сăра патне туртăнни сисĕнет. Кăтарту пĕлтĕр ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, 2 процент ӳсни те куҫ кĕртех тесе каланă ятарлă ведомство ĕҫченĕсем.  

«Вилнĕ кашни ҫыннăн сăлтавне уҫăмлатмала. Усал шĕвеке, эрех таврашне дистанци мелĕпе сутма тен юрамасть те пулĕ. Чылай чухне, халăх наркăмăшланать, вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса каять.  Ку ыйту ҫине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла», – тесе каланă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Ҫынсемпе тăтăшах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттермелле, эрех пирки ăнлантарса памалла, таварсене туянас тесен, кирлĕ-кирлĕ мар объектсенчен илмелле мар, ятарлă лавккасенчен илсен, тен инкексенчен те хăтăлма май пулĕ.  Ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене усал шĕвеке туянассинчен кулленех сыхă тăмалла. Тепĕр тесен, сутăҫăсен те ачасене эрех-сăра таврашне сутма ирĕк ҫук-ха, пур-пĕрех хăшĕ-пĕрисем тепре чухне йĕрке пăснине курма пулать.   

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнччен Чăваш Республикин саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма ĕҫ хутне те хатĕрлеме хушнă регион Пуҫлăхĕ.   

2023 ҫулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен, республикăри мĕнпур территорисенче вырнаҫнă объектсене тĕрĕслеве илмелле, вĕсен ĕҫ-хĕлне анлăн тишкермелле, йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртса, вĕсене анлăн тишкерӳ тумалла.  Сăмакун таврашне хатĕрлемелли аппаратсене туянма май пур текен баннерсене  тĕрĕслеве илмелле, вĕсене халăх йышлă ҫӳрекен вырăнсенчен тĕпрен пăрахăҫламаллине те асăннă канашлăва пухăннисем.  

Раҫҫй Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă тăрăх, Чăваш Ен ытти регионсем хушшинче 22-мĕш вырăнта тăрать ӳсĕр ҫынсене шута илессипе йĕркеленĕ рейтингра.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче, 2017-мĕш ҫултан пуҫласа эрех таврашне ĕҫсе наркăмăшланнă ҫынсен шучĕ 35 процента ҫити чакса пынине палăртнă.  Ҫав вăхăтрах, кăшăл вирус чирĕ алхаснă тапхăрта, 2021 ҫулта вара каллех кăтарту пысăкланса кайнине асăннă министр. Пĕлтĕр кăтарту кăштах чакнине, 2020 ҫулхи шая ҫитнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ ведомствăсен пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлесе пыма тăрăшмалла, мероприятисене те комплекслă туса пыни пĕлтерĕшлĕ. Халăх хушшинче ытларах та ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелемеллине чĕнсе каланă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.  Ачасене, ҫамрăксене ытларах ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрекен мероприятисене явăҫтармалла. Вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме пĕлмелле, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле кăсăклă кану кунĕсене йĕркелесе пымалла тенĕ вĕсем. «Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пымалла, ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта явăҫтармалла», – тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   



13 февраля 2023
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter