Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Алкоголь шĕвекĕсемпе, тĕрлĕ суррогатпа наркăмăшланса республикăра çуллен 160-190 çын вилет. Лару-тăру çивĕчлĕхне кура çак ыйтăва тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура сӳтсе яврĕç.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, ĕç-пуçа спиртлă шĕвексене пур çĕрте те туянма май пурри, алкоголь продукцийĕн хакĕ пысăк марри тата эрехĕн саккунсăр суту-илĕвĕ вăй илни витĕм кӳреççĕ. Çапах, ун шучĕпе, Чăваш Енре лару-тăру ытла çивĕч тееймĕн — спиртлă хутăшсемпе наркăмăшланса вилнисен шучĕпе республика ытти регион хушшинче 22-мĕш вырăнта. Апла пулин те пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук — пĕлтĕр наркăмăшланнисен шучĕ республикăра пурăнакан кашни 100 пин çын пуçне 49-па танлашнă. Хăш-пĕр муниципалитетра çак кăтарту самай пысăкрах: Çĕмĕрле тăрăхĕнче 2022 çулта 64 çын пурнăçĕ татăлнă, Элĕк районĕнче — 35, Куславкка районĕнче — 28 çын.

Вилĕмсен 80% этанол спирчĕпе сăлтавланă. Ыттисем метанолпа, тĕрлĕ суррогатпа наркăмăшланнă. Тĕпрен илсен, арçынсем пурнăçран уйрăлаççĕ — вăй питти, 40-60 çулсенчи çынсем. Ытларахăшĕ — ниçта та ĕçлеменскерсем. Çул çитменнисем наркăмăшланни пушшех пăшăрхантарать — 75 тĕслĕхе шута илнĕ. Çав шутра — 14 çулчченхи 29 ача та.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев çын спиртлă шĕвекпе наркăмăшланса вилнĕ кашни тĕслĕхе тĕплĕ тишкермелли пирки асăрхаттарчĕ. Паллах, суту-илӳ тĕлĕшпе те тĕрĕслев çирĕп пулмалла. Халăха «фанфуриксемпе» шăваракансем те, шел, пур-ха. Халĕ суту-илĕвĕн дистанци мелĕсем вăй илнине кура вĕсем тĕлĕшпе те тимлĕх кирлĕ. Çийĕнчен вăл тĕрĕслев ĕçне граждан обществин институчĕсене явăçтарма чĕнсе каларĕ — вĕсем те ку енĕпе пысăк пулăшу кӳме пултараççĕ.

www.hypar.ru



13 февраля 2023
17:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter