«Йĕлтĕр йĕрĕ» Пĕтĕм Раҫҫейри чупăва Олег Николаев старт панă
Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ -2023 ăмăрту иртнĕ. Кăҫалхипе спорт уявне 41-мĕш хут пуҫтарăннă. Палăртнă мероприятине Шупашкарти 2-мĕш №-лĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн территорийĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Пирĕн регионта асăннă мероприятине 2005-мĕш ҫултан пуҫласа ирттерме тытăннă. Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ.
Ăмăртăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев уҫнă. Пĕрремĕш чупăва регион Ертӳҫи Чăваш Республикин Правительствин членĕсемпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсемпе, предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе пĕрле хар тăрса старта тухнă. Палăртма кăмăллă, Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче кĕҫĕн ҫулхи ачасем те хапăл тусах йĕлтĕр сырса, ăмăртăва пухăннă.
«Республикăра ҫулсерен иртекен Сывлăх тата спорт кунĕ ку хутĕнче Пĕтĕм Раҫҫейри йĕлтĕр йĕрĕ спорт ăмăртăвĕпе тӳр килчĕ. Медале ҫĕнсе илессишĕн тупăшакансене хаваслă кмăл-туйăм, вăй-хват, пурне те йĕлтĕр йĕрĕ ҫине тăнисене, сывлăх, хавхалану сунатăп!», - тесе каланă Пуҫлăх.
Палăртнă ăмăртусене Шупашкарта анчах мар, регионти мĕнпур муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче йĕркелесе ирттернĕ. Йĕлтĕрҫăсем чылай пухăннă. Кăҫал ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, шăпăрлансем хаваспах йĕлтĕрпе ăмăртса чупма мероприятине пухăннă, 3 ҫултан пуҫласа 80 ҫула ҫитнисем пĕрне –пĕри савăк кăмăл парнелесе, йĕлтĕрпе чупса, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă.
Хĕллехи спорт ăмăртăвĕсем чылай иртеҫҫĕ, пур-пĕрех йĕлтĕрпе чупасси ыттисенчен малта тăрать, чи анлă сарăлнисенчен пĕри тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.
Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансене валли пĕр чăмăра пухăнса, спорта хутшăнма, ытти кӳршĕллĕ регионсенчен те йĕлтĕрпе чупма кăмăл тăвакансене валли ятарлă центр хута яраҫҫĕ республикăра. Роллер йĕлтĕрпе ăмăртма чаплă условисем пуласси те куҫ кĕретех. Ку центрта биатлонистсене те ăмăртусене хатĕрленсе, хăйсен ăсталăхне туптама майсем пулĕҫ. Кун пирки те тепĕр хут палăртсах каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Пуласлăхри тĕллевсем пысăк, Раҫҫей шайĕнче тĕрлĕ ăмăртусене ирттересси те планра пур.
Ăмăртусен програмvи кăсăклă пулнă, спорта юратакансе 3 тата 5 ҫухрăма парăнтарнă, мала тухнисене медальсем, дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.
Спортра пысăк кăтартусемпе палăрса, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă Валерий Васильева Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кăкăр ҫине ҫакмалли ятарлă палăна парса чысланă. Чăваш Республикин спортăн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ, тренерĕ, 2-мĕш №-лĕ олимп резервĕн спорт шкулĕн тренерĕ чăнласах та чăн-чăн пысăк хисепре. Федераци шайĕнчи проекта пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕ, спорт ĕҫне хастар хутшăнyă 2-мĕш №-лĕ СШОР директорĕн ҫумĕ Наталья Салюкова асăнмалăх хисеп паллине тивĕҫнĕ.