Чӑваш Ен Правительствин 2022 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллаштаракан пĕтĕмлетĕве хутшăнма массăллă информаци хатĕрĕсенче трăшакансене аккредитацилеме пуҫланă

Чӑваш Ен Правительствин 2022 ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллаштаракан пĕтĕмлетĕве хутшăнма массăллă информаци хатĕрĕсенче трăшакансене аккредитацилеме пуҫланă

 Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 15-мĕш сессийĕ нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулать,   ун чухне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн отчечĕпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев паллаштарать.

 Сессине пухăннисене регион Пуҫлăхĕ социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ пирки каласа парĕ, инвестици потенциалĕпе паллаштарĕ, наци тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртсе пыни ҫинчен ăнлантарĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă ыйтусене пурнăҫланă пирки пĕлтерĕ, халăх пурнăҫне лайăх енне куҫарса пырассипе туса ирттернĕ ĕҫсем пирки те чарăнса тăрĕ.

 Сесси ĕҫе 10 сехетре тытăнĕ, вăл Чăваш Республикин Правительствин ҫурчĕн Пысăк залĕнче иртет.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн пресс-служби аккредитациленме заявкăсене  нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен кăнтăрла 12 сехетчен ҫак электронлă: ag-press@cap.ru адреспа  йышăнать. Ҫирĕплетнĕ йĕркепе килĕшӳллĕн,  массăллă информаци хатĕрсенче тăрăшакансем пĕр хутчен усă курма май паракан аккредитаци тăвайраҫҫĕ.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн официаллă сайтĕнче тӳрĕ эфирта мероприятине курма май пулĕ.



14 февраля 2023
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter