Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Елчĕк шкулĕнче пулнă

Олег Николаева Елчӗкри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулӑн ҫӗнӗ столовӑйне кӑтартнă.
Юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн унта хушма 250 ачана вырнаҫтармаллăх вырӑн хатĕрленнĕ.
Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ объект ачасене апатлантармалли вырăна анлăлатма май туса панă. " Кивӗ столовӑйра харăсах пурĕ те 80 ача кӑна апат ҫиме вырнаҫайнă, ыттисене вырнаҫма май та пулман. Ун чухне тепĕр тесен йышлă ача пулнă, вĕсен шучĕ 450 ҫитнĕ. Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче, районти пысăк шкулта ҫакăн евĕр хушма объект тирпейленсе хута кайни – хăйех пысăк парне пулса тăчĕ", – тесе сăмаха малалла тăснă вырăнти ертӳҫĕ.
Шкулта вунă кунлăх меню ҫырса ҫирĕплетеҫҫĕ. Ачасене икĕ хутчен кунне вĕри апат ҫитереҫҫĕ. Икĕ ушкăна пайласа кăнтăр апатне ачасене тивĕҫтереҫҫĕ. Пĕрремĕш ушкăна – 7-11 ҫулхи шкул ачисем, иккĕмĕшне 12-18 ҫулхисем кĕреҫҫĕ. Палăртма кăмăллă, апат-ҫимĕҫе хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан организацисенчен илнĕ таварсемпе хатĕрлеҫҫĕ. «Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ условисем хатĕрленеҫҫĕ, пурлăхпа-техника бази те пуянланса ҫирĕплегнсе пыни куҫ кĕретех. Ку ĕҫе малашне те йĕркелесе пырăпăр», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Паян вăл районти А.В. Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ДЮСШра тата пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта та пулнă май, ятарлă стипендие илме тивĕҫлĕ пулнисене свидетельствăсем парса хавхалантарнă.