Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫă калаҫу" урокӗ ирттернĕ

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче  "Чи кирли пирки уҫă калаҫу" урокӗ ирттернĕ

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Ен  кадет корпусне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа ҫитсе килнĕ.  Яланхиллех, кашни эрне пуҫламăшĕнче  кадетсемпе ирттерекен линейкăра пулнă вăл, «Чи кирли пирки уҫă калаҫу» урокĕнче «Тĕнчере Раҫҫей» темăна ҫамрăк яш-кĕрĕмпе пĕрле уҫăмлатнă.

Ҫитĕнекен ăрушăн  хамăрăн несĕлĕмĕрсемпе истори пулăмĕсем пирки пĕлни, вĕсене ламран-лама куҫарса пыма тăрăшни пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăнине палăртнă Пуҫлăх.  Халăх аталанăвĕ шăпах та, ҫак ăнлавсемпе ҫирĕпленсе хăватлăн вăй илсе пынине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Тăван ҫĕршывăмăрăн Аслă вăрҫин тумхахлă ҫулĕсем пурин чĕринче те тарăн йĕр хăварнă. Пирĕн халăхăмăрăн паттăрлăхĕ ĕмĕр асăмра. Вĕсен иртнĕ пурнăҫне пирĕн ялан асра тытмалла, вĕсем пек хастар та хăюллăн пулма тăрăшмалла.  Паллă,  хăвăр тупа тунинче пытанакан вăй сире вĕренӳре,  ĕçре те вăй парса тăрĕ, пулăшса пырĕ. Ӳлĕмрен те малалла ҫапла çирĕппĕн утма, тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме сунатăп», тенĕ республика Ертӳҫи Олег Николаев тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисене. 

Кадетсен юхăмне яшсем кăна мар, хĕрсем те хапăл тусах хутшăнни куҫ кĕретех.  «Ансат та ҫăмăл мар ĕҫ. Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлес текен вăй-хăват сирĕнте тапса тăрать.  Пурнăҫ ҫулĕпе ҫирĕппĕн утса тухма пурсăра та сунатăп. Нихăҫан та йывăрлăхсенчен ан хăрăр.  Пирĕн несĕлĕмĕрсем, аслă ăрури ҫынсем хăйсен пурнăҫне шеллемесĕр, пире мирлĕ пурнăҫ парнелессишĕн хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа ялан пурнăҫланă. Пирĕн те вĕсем пек пулма тăрăшмалла. Пĕрле эпир яланах вăйлă, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамăпăр, малалла ҫĕнтерӳ патне паттăррăн талпăнăпăр. Вырăссем нихăҫан та парăнман, вĕсен вăй-хăвачĕ яланах иксĕлми, ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнă», тенĕ вăл. 

Кадетсемпе калаҫнă май, республика Пуҫлăхĕ патриотизм пирки тарăн ăнлантарса панă, хамăрăн ҫĕршывăмăршăн тăрăшса ĕҫлени кулленхи пурнăҫра ялан вăй-хăват хушнине те пĕлтернĕ вăл. «Эпир хамăрăн ҫĕршывăмăрпа мăнаҫланатпăр, вăл пире тăрăшса ĕҫлеме витĕм кӳрет», тенĕ Пуҫлăх.  

Регион Пуҫлăхĕпе канашланă самантра кадетсем ятарлă ҫар операцийĕсем пирки те ыйтса пĕлнĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тапхăрĕнчи уйрăм ҫитĕнӳсем ҫинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Раҫҫей ҫарĕ  Донбасри мирлĕ халăха упрассишĕн, вĕсене хӳтĕлес тесе тăшмана хирĕҫ хар тăма ялан хатĕр. «Сирĕн тус-юлташăрсем, пĕлнĕ ҫыннăрсем, Тăван ҫĕршывмăр Аслă вăрҫи ҫулĕсенчи тапхăрти пекех тăшмана  парăнтарас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăҫласа пыраҫҫĕ», тенĕ Олег Николаев, хальхи пурнăҫ таппинчи паттăрсен ячĕсене уйрăммăн палăртса хăварнă, Раҫҫей халăхне тăнăҫ пурнăҫ парнелессишĕн вăй хунине каланă.  Тылри халăх вĕсене пулăшас тесе, май пур таран тĕрлĕ енлĕн витĕм кӳме тăрăшать. Пĕрле пурте хар тăрсан, яланах ҫĕнтерӳ патне хăвăртрах ҫитме пулать, кун пирки  пурте лайăх ăнланатпăр. 

Каҫал енре 1-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Даниил Порфирьев пирки те сăмах пуҫарнă уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Вăл пĕлтĕр раштав уйăхĕнче хăйĕн йăмăкĕсен пурнăҫне ҫăлса хăварнă.  «Ку питĕ пысăк паттăрлăх. Апла пулсан, ҫитĕнекен ăру пирĕн хастар та хăюллă пулнине ҫирĕплетет. Вĕсем инкеке лекнисене яланах ҫăлса хăварма пĕлеҫҫĕ.  Эсир те, яваплăха хăвăр ҫине илме хатĕр пулнине кăтартса паратăр, ҫĕршывăмăра хӳтĕлес тесе, йывăрлăхсене парăнтарма вĕренес тесе тăрăшатăр», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.  

«Эсир – ҫĕршывăмăрăн пулас хӳтĕлевҫисем. Тăван ҫĕршыва хисеплесе, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшса вĕренетĕр.  Хăвăра ĕненĕр, сире паттăрлăх яланах ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрĕ. Йывăр вăхăтра юлташăрсене ан манăр, пĕрне-пĕри пулăшма хатĕр пулăр. Ҫывăх ҫыннăрсене юратăр, вĕсене хисеплеме, пĕрле тус-юлташлă пурăнма вĕренĕр. Кадет ятне ан манăр, ăна ҫӳлтен ҫӳле ҫĕклесе, хăвăра шанса панă ĕҫе яваплăха туйса яланах пурнăҫласа пырăр!", – тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 



14 февраля 2023
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter