Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Елчӗк муниципалитет округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Елчӗк муниципалитет округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ

«2022 ҫулта Елчĕк муниципаллă округра япăхах мар ĕҫленĕ, тĕрлĕ  тытăмри кăтартусене пăхас пулсан, ҫитĕнӳсем те ҫук мар», – тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче. Ĕнер Елчĕк районĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2022 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене анлă канашлура пăхса тухнă,  пухăннă ертӳҫĕсем пуласлăхри ҫул-йĕрсене палăртса хăварнă.  

Муниципалитета уйăрнă укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн тата вăхăтра усă курса пынине асăннă республика Пуҫлăхĕ. Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫленине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пур-ха пур-пĕрех тăрса юлнă ҫитменлĕхсем: пуҫаруллă проектсенчен хăшне-пĕрне туллин пурнăҫлайман.  Елчĕк муниципаллă округĕн пуҫлăхĕ Леонард Левый хăйĕн сăмахĕнче кăҫал пĕлтĕр вĕҫне-хĕрне тухайман проектсене туллин пурнăҫлама шантарнă.

«Кашни проекта ҫивĕч тĕрĕслевре тытатпăр.  Бюджетран куҫакан пулăшупа вăхăтра тата туллин усă курма тăрăшмалла. Плана кĕртнĕ мĕнпур мероприятисене пурнăҫламалла.  Эпĕ сирĕнтен кашни проект пирки тĕплĕн ыйтса пĕлетĕп.  Вырăнти ертӳлĕхĕн ыйтăва кулленех тĕрĕслеве илмелле, проекта шанса панă ҫынсен те хăйсем ҫине илнĕ яваплăха саккунсене пăхăнса, тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пыма  тăрăшмалла», – тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Пуҫаруллă проектсемпе ӳлĕмрен те хастар ĕҫлеме плана кĕртнĕ, объектсене пурнăҫа кĕртессипе республика Правительстви май пур таран витĕм кӳме яланах хатĕррине асăннă вăл.  Халăха кăсăклантаракан объектсем пуҫаруллă проектсене тĕпе хурса пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, апла пулсан пурин те тимлĕ пулмалла, графика пăхăнса вĕсен строительство ĕҫĕсене йĕркелемелле.

Виҫĕ ҫул хушшинче республика Правительстви муниципалитетсене тĕрев памалли пулăшу виҫине самай пысăклатнă, вăл шутран, Елчĕк районне те чылай укҫа-тенкĕ бюджетран уйăрнă. «Республика бюджетĕнчен тĕрев панине кура, муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ 50 процента ҫити хăпарнă», – тенĕ вăл.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту – районăн пĕлтĕрхи ҫулăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкересси. Палăртнă ыйтăва тĕплĕн Елчĕк муниципаллă округĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Леонард Левый уҫăмлатнă.   

2022 ҫулта консолидированнăй бюджета Елчĕк районĕ профицитпа пурнăҫланă, вăл 6,3 млн танлашнă. Консолидированнăй бюджетăн тупăш пайĕ 2022 ҫулта 576,5 млн ҫитнĕ, кăтарту  пысăк, 2021 ҫулхипе танлаштарсан 20,1 процент чухлĕ пысăк пулни куҫ кĕретех. Вырăнти бюджетăн тупăш пайĕ 133,3 млн таран хăпарнă, бюджетăн тăкак пайĕ вара 570 млн ҫитнĕ. Налуксенчен пухăнакан укҫа-тенкĕн калăпăшĕ ытти ҫулхисенчен нумайрах,  Елчĕк районĕн парăмĕ пачах та ҫук.

Ку питĕ аван кăтарту тесе каланă сăмаха малалла тăснă май республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Вĕсем пурте тенĕ пекех  пысăк дотациллĕ. Харпăр хăй тупăшĕ пурин те пĕчĕк. Муниципаллă парăмсем пирки сăмах пуҫарас пулсан, вĕсем ытларах хуласенче пуҫтарăнса пыни сисĕнет.   Пур ҫавăн пек хуласем, вĕсен пачах та парăм ҫук», – тенĕ вăл.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пирки сăмахлас пулсан, 2022 ҫулта муниципалитетра кăтарту 8,7 процента ҫити ӳснĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе харпăр хăй хуҫалăхăсене аталантарса пыракансем, вак предпринимательсем хастар усă курнă. Ҫăмăллăх кредичĕсемпе те усă курни куҫ кĕретех, предприятисемпе организацисем тирпейлесе кăларакан таварсен калăпăшĕ те 6,9 процента ҫити хăпарнă.

Елчĕк районĕнче ял хуҫалăх пайĕ лайăх аталанса пыни сисĕнет. Тыр-пул пухса кĕртессипе те вĕсем ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те тен йăнăшах мар пулĕ. Промышленноҫ производствин индексĕ ӳснĕ, вăл 119,5 процентпа танлашать.  

Производство енĕпе тăрăшакан предприятисемпе организацисем 2022 ҫулта таварсене 8,5 процент нумайрах тирпейлесе кăларнă.

Пĕлтĕр инвестици профильне аталантарса пырассипе тимлĕ ĕҫленĕ, пурĕ 55 проект хатĕрленĕ.  Тыр-пула типĕтсе вырнаҫтарса хумалли объекта тунă, ветеринари центрне хута янă, ҫĕвĕҫсене валли ятарлă центр ĕҫне пуҫарса янă, керамика хатĕрĕсене те калăпласа кăлармалли производствăсем уҫнă. Пĕр сăмахпа каласан, районта тĕрлĕ таварсене харпăр-хăй территоринче ҫителĕклĕ таран калăпласа халăх патне тивĕҫлĕ шайра илсе ҫитерни куҫ кĕретех.   Ҫитес икĕ ҫулта район ертӳлĕхĕ тата та пысăк проектсене пурнăҫа кĕртме хатĕрленет, вĕсен шучĕ пурĕ 30 ҫитнĕ. Выльăх-чĕрлĕхе тытма ятарлă комплекс хута ярасшăн, аш-какайран тĕрлĕ таварсем тирпейлеме май паракан цех уҫма хатĕрленеҫҫĕ, ҫĕр улмине тасатса пуҫтарса хумалли ятарлă вырăн та хатĕрлесси планра пур вĕсен.  Енчен те мĕнпур палăртса хунă 30 проекта пурнăҫласан, пĕтĕмпе 539,8 млн тенкĕ тăкакланасси те куҫ кĕретех пулĕ.    

Елчĕк районĕ иртнĕ ҫул II-мĕш степеньлĕ диплома тивĕҫнĕ, 4 млн тенкĕлĕх пулăшăва илнĕ.  Ку асăннă тĕревпе вĕсем муниципалитетра автомашина ҫулне юсаса тирпейленĕ, туристсене явăҫтарма ятарлă стенд хатĕрленĕ.  



15 февраля 2023
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter