Кашни ыйту хурав тупрĕ

Трак енре информаци кунне ирттерме 9 ушкăн туса хунă. Кун йĕркине виçĕ ыйту кĕртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă çырăва, хĕллехи вăхăтра çулсене тытса тăрас тĕлĕшпе килĕшӳсене пурнăçласа пынине, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕн ыйтăвĕсене /ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессине/ пăхса тухрĕç.

Округ пуçлăхĕ Борис Клементьев ертсе пыракан ушкăн Красноармейскинчи тĕп библиотекăри «Илемлĕх пӳлĕмĕнче» граждансемпе тĕл пулчĕ. ЧР вĕренӳ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Лукшин ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырупа паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл кăçал Алманч тата Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсене тĕпрен юсама тытăнни, кашнине 70-шер миллион тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕ. «Çитес çул ку ĕçе Упи шкулĕнче тытăнмалла. Çапла майпа Трак енре ку ыйтăва тĕппипе татса парăпăр», — терĕ вăл.

Борис Клементьев Трак енре юлашки çулсенче пуçару проекчĕпе чылай ĕçлени çинчен каларĕ. «Иртнĕ çул 20 проекта пурнăçа кĕртнĕ, кăçал 45 проектпа ĕçлеме палăртнă. Салари Механизаторсен урамне çĕнĕрен шыв пăрăхĕ хума, кунта пурăнакансене тахçантанпах канăç паман ыйтăва татса пама пултарăпăр. Кăçал райцентрти Гурий Степановпа Чапаев урамĕсене асфальт сарма май пур», — палăртрĕ Борис Валерьянович.

Округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Станислав Соколов Трак енри тĕп сыватмăшра чирлисене йышăнакан пӳлĕмре медицина сестрин должноçне чакарни, вăл хупăнас патне çитни, кунти физиотерапи уйрăмĕ ĕçлеменрен пациентсем кăмăлсăр пулни пирки пĕлтерчĕ. Борис Валерьянович ку ыйтусене Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин тĕп тухтăрĕпе Ильдар Абызовпа тĕплĕн тишкерме шантарчĕ.

Трак шкулĕн журналисчĕ Анастасия Трак енре пурăнакансене чылайранпа калаçтаракан бассейн, «Пушкин картти» пирки ыйту пачĕ. Юлашкинчен Красноармейски вăтам шкулĕн журналисчĕсем Алексей Лукшинран интервью илчĕç.

www.hypar.ru Фото Юрия Борисова



Хыпар
15 февраля 2023
17:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter