Олег Николаев Елчĕк тăрăхĕнче пулчĕ

Елчĕк тăрăхĕнче промышленноç тытăмĕ аталанать, пĕчĕк тата вăтам предприятисен, усламçăсен йышĕ ӳсет. Çак тата ытти çитĕнӳпе, муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Елчĕкре ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă май паллашрĕ.

Çул çӳрев Елчĕкри вăтам шкултан пуçланчĕ. Шăпах унта Çĕнĕ çул умĕн пысăк улшăну пулса иртнĕ – юсав ĕçĕсем хыççăн 450-вырăнлă столовăй хăйĕн алăкĕсене уçнă. Малтан пĕлӳ çуртĕнче 80 ачана вырнаçтарма пултаракан апаталану вырăнĕ çеç пулнă. Çавăнпа та çак çĕнĕлĕх çивĕч ыйтăва татса панă. Халĕ шкулта 10 кунлă меню йĕркеленĕ. Унпа килĕшӳллĕн, ачасене кунсерен 2 хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. «Ирхи апат – директорпа» проектпа килĕшӳллĕн ачасен ашшĕ-амăшĕ те шкул столовăйĕнче пĕçерекен çимĕçĕн пахалăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. Вĕсем апатлану залĕн тирпейлĕхне, чашăк-тирĕкĕн тасалăхне, порци виçевне те сăнаса хак параççĕ.

ТАТЬЯНА КАЗАКОВА: «Эпир питĕ хавас, çакăн пек пире пысăк столовăй уçса панăшăн. Ачасем питĕ хĕпертеççĕ. Апачĕ питĕ килĕшет. Вĕсен унта яшки те, пăтти те, улми, какайĕ те, пулли те – темĕнте. Ассортимент питĕ пысăк».

Татьяна Григорьева – виçĕ ача амăшĕ. Кулленех унăн тĕпренчĕкĕсем Елчĕке кӳршĕ ялтан вĕренме çӳреççĕ.

ТАТЬЯНА ГРИГОРЬЕВА: «Ачасем ирхине шкула апат çимесĕрех тухса чупаççĕ, шкул хыççăн та вĕсем тутă килеççĕ. Ку, ман шутпа, ачасене, чăнах та, тутлă апат çитереççĕ тенине пĕлтерет. Хăш-пĕр чухне эпир ачасене мĕн çитернине хамăра валли те çырса илме пултаратпăр, мĕн те пулин тутли килте пĕçерсе пама».

Шкул çумĕнче вырнаçнă физкультурăпа спорт керменĕнчен вара илемлĕ юрă-кĕвĕ сасси илтĕнет. Унта икĕ муниципаллă тăрăхри кадетсен балĕ иртет.

ЕЛИЗАВЕТА МОЛОДОВА: «Мана çак паянхи уяв питĕ кăмăла каять, мĕншĕн тесен çак уявра кашни класс хăйсен ташшисене кăтартать. Çак самант мана питĕ килĕшет».

Уява пухăннисене республика ертӳçи Олег Николаев саламларĕ. Чи хастар кадетсене вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине ĕнентерекен хутпа чысларĕ. Ĕçлĕ çул çӳревĕн тĕп тĕллевĕ – Елчĕк муниципаллă тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăха çĕнĕ тĕллевсем йĕркелесси пулчĕ. Палăртмалла, Елчĕк тăрăхĕ пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче муницпалитет парăмне пĕтĕмпех татнă. Вырăнти бюджет тупăшĕ вара 570 миллион тенкĕпе танлашнă. 2022-мĕш çул ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн уйрăмах ăнăçлă пулнă. Елчĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Леонард Левый палăртнă тăрăх, пĕлтĕр тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмĕшле 85 пин тонна ытла пухса илнĕ. Халиччен Елчĕксен кун пек кăтарту пулман. Çитес çулсенче муниципалитетра 30-е яхăн инвестици проекчĕ пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Çитĕнӳсемпе тĕллевсене палăртнă май канашлура çитменлĕхсене асăнмасăр хăвармарĕç.

 – Ку çитменлĕхсем чи малтанах, ман шутпа, Елчĕк районĕнче паянхи кун предпринимательсемпе, усламçăсемпе пăртак сахалтарах ĕçленинче курăнса тăрать. Куратпăр ĕнтĕ, бюджет сферинче тата социаллă сферăра, вĕрентӳ сферичне енчен те ĕç укçи самаях пысăк пулсан усламçăсен тĕрлĕ промышленноç предприятийĕнче ĕç укçи пĕртак сахалтарах. Олег Николаев Елчĕк тăрăхĕ лайăх аталанакан муниципалитетсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Пĕрлехи вăйпа вара çитменлĕхсене пĕтерсе çĕнĕ çитĕнӳсем тума пулатех. 



НТРК Чувашии
15 февраля 2023
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter